Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш картти - тĕрĕре

Чăваш картти - тĕрĕре

Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче - Республикăмăр кунĕнче - «Тĕрленĕ Чăваш ен» проект старт илнĕччĕ. Йĕрке тăрăх, ал ĕç ăстисен пĕрлехи вăйпа Чăваш Республикин карттине тĕрлемеллеччĕ. Чăваш тĕррин музейĕ кашни районах (вĕсен территорийĕн формине кура) каснă пир татăкĕ валеçсе панăччĕ. Республикăмăр ăстисем харпăр хăйсен районĕн уйрăмлăхне чăваш тĕрри-эрешĕпе усă курса пир çинче сăнланă, ăна алă вĕççĕн тунă.

Пĕлтерĕшлĕ акци 155 куна тăсăлнă, ноябрĕн 26-мĕшĕнче - Чăваш тĕррин кунĕнче вĕçленнĕ. Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрика ăстисем районсем тĕрлесе панă пир татăкĕсен ĕлкисене икĕ эрне хушшинче касса çитернĕ. Тĕрленĕ Чăваш ен картти 21 пайран тăрать, - республикăра çавăн чухлĕ район. Ăна республикăри 31 ăста 83 кун хушши (июнĕн 24 - сентябрĕн 15-мĕшĕсем) тĕрленĕ. «Паха тĕрĕри» 8 ĕçчен тĕрĕллĕ пир татăкĕсене 2 уйăхра пĕр тăрăха пĕрлештернĕ. Карттăн калăпăшĕ - 2,32х3,10 метр, йывăрăшĕ - 10 килограмм, вăл 7,2 квадратлă метр йышăнать. Карттăна пĕрлештерекен хăю тăршшĕ - 12 метр. Чăваш ен картти çинче пурĕ 1 000 500 çĕвĕ.

Республикăмăрăн карттине тĕрлеме хутшăннă ăстасене ноябрĕн 26-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче чысланă. Чăваш Республикин Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин Тав çырăвĕпе наградăланă. Паллă тĕрĕçĕн М.Симаковăн пурнăçĕпе ăсталăхне йĕрлекен «Золотая игла Марии Симаковой» кĕнеке парнеленĕ. Çак хисепе пирĕн район карттине тĕрленĕ Ольга Убасева - Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн сăрă ăсталăхĕн (ИЗО) преподавателĕ (ун ăсталăхĕ пирки эпир хаçатăн октябрĕн 15-мĕшĕнче тухнă 40 номерĕнче çырса кăтартнăччĕ) тивĕçнĕ.

О.Убасевăна район çыннисен ятĕнчен çак чыса тивĕçнĕ ятпа хĕрỹллĕн саламлатпăр. Район ят-сумне çĕклессишĕн пысăк тỹпе хывнă çыннăмăра малашне те пултарулăхра сỹнми хавхаланупа ăнăçусем сунатпăр. Сирти чăвашлăх хĕлхемĕ, чăвашла ĕçченлĕх нихçан та ан иксĕлтĕр, Ольга Васильевна!

З.Воробьева.



03 декабря 2021
15:54
Поделиться