Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чирлекенсем çав-çавах пур

Чирлекенсем çав-çавах пур

2021 Çул пуçланнăранпа районĕпе 731 çын ковид серепине лекнĕ. Вĕсенчен 677-ĕшĕ сывалнă. Питĕ шел, 39-шĕ çак амака пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Паянхи куна илсен, 17 çынра (вĕсенчен 16-шĕ юлашки эрне хушшинче аптраса ỹкнĕ) ковид паллисене тупса палăртнă. Çак йышран улттăшĕ сывату учрежденийĕнче сипленет. Палăртма кăмăллă: эрне хушшинче 11-ĕн сывалса çитнĕ.

Коронавируспа чирлекенсен хисепĕ кăшт чакни сисĕнет, çапах та пирĕн сыхлăх мерисем çинчен асра тытмаллах.

Н.Ильина, район больницин тĕп врачĕн çумĕ.



03 декабря 2021
15:51
Поделиться