Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тава тивĕçлĕ ĕçсем

Тава тивĕçлĕ ĕçсем

Ял халăхĕ яланах малалла тинкерет, ыранхи кун ырă та таса пуласса шанать, ял илемĕшĕн тăрăшать. Ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатас тесен кашни кун вăй хурас пулать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ кунта пурăнакансемпе, активпа пĕрле пулсан ҫеҫ нумай ыйтăва килĕшӳллĕн татса пама май пулĕ.
Паянхи кун та Кивĕ Чукалти ял халăхĕ Комсомол тата Сосновка урамĕсене пĕрлештерекен юхăннă кĕпере юсама шутларĕ. Ял администрацийĕ строительство материалĕсемпе тивĕҫтерме май тупрĕ, ĕҫĕсене Владимир Эрюковпа Александр Малеев турĕҫ. Кивĕ Чукал ял администрацийĕ тата ял халăхĕ вĕсене кĕпере юсанăшăн тав сăмахĕ калаҫҫĕ. Тирпей-илем хамăртан килет. Вăл – пирĕн сăн-сăпат. Апла пулсан, халăхпа алла-аллăн тытăнса тăван тăрăха илем кӳрер.



29 ноября 2021
13:18
Поделиться