Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сăваплă вырăна тирпейлерĕç

Сăваплă вырăна тирпейлерĕç

"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Масара тирпейлĕхре тытасси яланхи тивĕç иккенне лайăх ăнланаççĕ Хайпăла ялĕн çыннисем. Ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнти тус-тăванĕн вил тăприсене, вĕсен таврашне хыт-хураран, тĕм-йывăçран тасатсах тăраççĕ. Икĕ çул каялла масар тавра хỹме тытрĕç, тимĕр хапха туса лартрĕç.

Çак кунсенче те акă ял-йыш кунта тирпей-илем кỹме йышлăн пухăнчĕ. Коронавирус амакĕнчен сыхланас тĕллевпе маска тăхăнса, пĕчĕк ушкăнсене уйрăлса ĕçлерĕç çынсем. Çỹллĕ ỹссе кайнă хурăн-çăкана, çирĕк-вĕренене, хĕрес-картана сиенлесрен асăрханса, касрĕç, трактор тележкисем çине тиерĕç. Юрий Захаров, Валерий Матросов, Владимир Герасимов, Геннадий Карсаков трактористсем вĕсене масар айккине турттарчĕç. Кун хыççăн хайпăласем, темиçе ушкăна пайланса, йывăçсен турачĕсене иртрĕç, вакласа çунтарчĕç. Вутă-шанкă кирлĕ çынсене юрăхлă пайне леçсе пачĕç. Яшсем те, вăй питтисемпе ватăсем те пĕрлехи ĕçре хастарлăх кăтартрĕç.

Субботник йĕркелеме маларах çынсем Хайпăлара иртнĕ пухура ял старостипе Александр Тимофеевпа, Сăваплă вырăна тирпейлерĕç Пуянкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Кузнецовпа, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕпе Юрий Старшовпа калаçса татăлнă. Ял-йышпа ертỹçĕсем пĕр тĕллевлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама пулăшнă.

Çакăн йышши субботника çуркунне татах ирттерме палăртаççĕ Хайпăла çыннисем. Масар хỹмин çĕрĕшнĕ йывăç юписене тимĕррисемпе улăштарасшăн, кунта пырса кĕнĕ çĕрте ỹсекен капмар яхтăсемпе хурăнсене касса илсе тухасшăн. Хайпăласен пуçарулăхĕ ытти ял çыннисене те сăваплă ĕç тума хĕмлентерессе шанас килет.



29 ноября 2021
13:12
Поделиться