Аса илỹсем сĕмсĕр...
Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче Сăр хỹтĕлев чиккине тума пуçланăранпа 80 çул çитнине халалланă «Аса илỹсем сĕмсĕр... «1941 çулхи хĕлĕн чĕрĕлнĕ картинисем» республикăри истори реконструкцийĕ пулса иртнĕ.
Карапай Шăмăршăри вăтам шкулăн «Надежда» шырав отрядне çакăнта хутшăнма ирĕк панă. «Надеждăран» 14-17 çулсенчи 4 вĕренекен тата И.Столярова ертỹçĕ хутшăннă.
«Авангард» ĕçченĕсем шырав отрячĕпе уçă тỹпе айĕнчи музей локацийĕсемпе экскурси тата фотосесси ирттернĕ. Çавăн пекех «Надежда» салтак апачĕн хăйне евĕрлĕ тутине ас тивсе пăхнă.