Спорт пурнăç йĕрки пек пултăр...
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Спорт - çирĕп сывлăх никĕсĕ. Унсăрăн организма пиçĕхтерме, чун-чĕре çирĕплĕхне ỹстерме май çук. Çитĕнекен ăрушăн вăл пушшех те пĕлтерĕшлĕ; спортпа туслашни ăна пушă вăхăтпа пĕлсе усă курма, сиенлĕ йăласенчен пăрăнма, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çул уçса парать. Ача-пăчашăн, çамрăксемшĕн ку енĕпе çутă тĕслĕх кăтартаканни - физкультура учителĕ.
Сăмахăм вара, вулаканăм, «Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул» муниципаллă бюджет вĕренỹ учрежденийĕн ĕçченĕ - Николай Зыков пирки. Хам та Чаткас çынни пулнăран, Зыков çинчен ачаранпах питĕ лайăх пĕлетĕп. Вĕренỹре тăрăшуллă пулнипе пĕрлех спортпа питĕ туслăччĕ Коля. Çуран тата йĕлтĕрпе хăвăрт чупассипе, баскетболла, волейболла, футболла ăста выляссипе палăратчĕ вăл. Унсăрăн районти пĕр ăмăрту та иртмен. Мĕн калама, республикăра та ăмăртма хăват çитернĕ Коля Зыков. Килти архивĕ шкул ачи чухнех тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе, грамотăсемпе тулнă.
1977 çулта, ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, Тутар АССРĕн Çĕпрел районĕнчи Çĕпрелти СПТУра пĕлỹ илчĕ вăл. 1978-1980 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăчĕ. Спортра пурнăç тĕллевне курни Николай Зыкова Волгоград патшалăх физкультура институчĕн Хусан филиалĕнче (1980-1985 çç.) специальность алла илме хистенĕ.
1985 çултанпа вара тăван шкулта пĕр улшăнми физкультура учителĕнче вăй хурать Николай Николаевич. Çак тапхăрта çĕршер ачана сиенлĕ йăларан пистерсе сывă пурнăç йĕркине суйлама витĕм кỹнĕ çирĕп чун-хаваллă педагог. Вуншар-вуншар яш-хĕре спортăн çăмăл мар карьерипе çĕкленме пулăшнă. Василий шăллĕ те, тетĕшĕн çитĕнĕвĕсемпе çунатланса, спорт çулĕ çине тăчĕ, нумай çул хушши физкультура предмечĕпе вĕрентрĕ.
Вĕренекенсен спортри çитĕнĕвĕ çулсерен йĕркелекен Спартакиадăра палăрать. Анат Чаткас тĕп шкулĕ районта лайăххисен шутĕнче. Юлашки 3 çула çеç илер. Чаткас ачисем йĕлтĕрпе чупассипе маттур. Район шайĕнче 2018-2019 вĕренỹ çулĕнче - çĕнтерме, 2019-2020 тата 2020-2021 вĕренỹ çулĕсенче - 2-мĕш вырăна тухма мехел çитернĕ. Сĕтел çи теннис, баскетбол вăййи тата Президент вăййи-тупăшăвĕ, çăмăл атлетика енĕпе ỹсĕм çулĕ çине тухнă. Спортăн ытти тĕсĕсем çине те тимлĕх сахал мар уйăрать Н.Зыков.
Ĕçри хастарлăхшăн Н.Зыкова Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин (2001 ç.), ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин (2003 ç.), Регионти «Çĕр-шыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕн обществăлла организацийĕн (2010 ç.) Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл - Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ (1988 ç.), Раççей Федерацийĕн Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2008 ç.). Çапла, ĕçне кура - ят-сумĕ.
- Кашнийĕ спортсмен пулма пултараймасть, çапах та кашнин хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултармалла, - тет спорт ветеранĕ ку каларăша ĕçпе çирĕплетсе.
Мĕнех, тĕрĕс шухăш. Ăна пурнăç девизĕ вырăнне хурса пурăнасчĕ пирĕн те.