Хамит Гайфуллин: «Шăл - органсен куç кĕскийĕ»
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Справка
Хамит Мансурович Гай фуллин 1957 çулхи августăн 12-мĕшĕнче Тутар АССРĕн Кукморски районĕнчи Нижняя Русь ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1974 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1974-1979 çулсенче Хусанти медицина институтĕнче вĕреннĕ, стоматолог специальноçне алла илнĕ. 1979 çулта Чăваш АССРĕн Канаш хулинче ординатура витĕр тухнă. 1980 çултан пуçласа паянхи кунччен Шăмăршă район больницинче вăй хурать. Ĕç биографине терапевт-стоматологран пуçланă. Хальхи вăхăтра врач-стоматолог-ортопед пулса ĕçлет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ (2017 ç.). Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Земземия Галяветдиновнăпа пĕрле икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Ачисем иккĕш те çемьеллĕ, Набережные Челны хулинче (Тутарстан) пурăнаççĕ. Айрат - юрист, Эльвира - суд приставĕ. Гайфуллинсен 5 мăнук.
Ыратакан кирек мĕнле вырăн та пире канăçсăрлăх, асап кỹрет. Ăна тỹсме, ай, йывăр. Акă шăл ыратнине ача çуратма аптранă хĕрарăмăн терчĕпе танлаштараççĕ. Кам чăтса курнă - пĕлет. Ỹкĕнỹ туйăмĕ те чуна кăшлать: «Эх, мĕншĕн сывлăхăм çине сỹрĕккĕн пăхнă-ши? Шăлсене вăхăтра тасатса-пăхса тăма мĕншĕн ỹркеннĕ-ши?» Паянхи калаçу шăпах шăлсене упрама хистессе шанас килет. Пирĕн хăна - Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Шăмăршă район больници» бюджет учрежденийĕн врач-стоматолог-ортопечĕ Х.Гайфуллин.
- Ырă кун пултăр, Хамит Мансурович!
- Кунĕ ырă, Зинаида Ивановна. Сирĕншĕн те çапла пултăр!
- Çапла пултăр! Вăй патăрах Сире, Хамит Мансурович, сывлăх хуралĕнче тăрăшма.
- Тавтапуç. Вăйĕ чăннипех кирлĕ пирĕн ĕçре.
- Ăсталăх та, чăтăм та...
- Çапла, çапла. Пирĕн ĕç пỹлĕмĕнчен нихçан та çын татăлман. Халĕ коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çеç кăшт чакрĕ çын шучĕ. Кунсерен 10-15 пациентран кая мар йышăнатпăр. Тĕрлĕ ỹсĕмрисем килеççĕ кунта: ачасемпе çамрăксем те, вăй питтисемпе ватăсем те.
- Эсир район çыннисене çĕрнĕ, юрăхсăра тухнă шăлĕсем вырăнне «çĕннисене» «парнелетĕр». Пархатарлă ĕç тăватăр. «Кашта çинчи шур чăхсене» кăтартса кулакан пациентсем Сире, паллах, тав туса пĕтереймеççĕ ĕнтĕ.
- Ку тĕрĕсех. Шăлсем пире илем кỹреççĕ. Вăл кăна та мар. Апата чăмласа-ватса çиме, калаçнă чух сасăсене евĕрлеме кирлĕ тата вĕсем.
- Шел, эпир кахаллăха,вăхăт «çитменнине» пула шăлсене ытла та хăвăрт çухататпăр...
- Чи хăрушши - чирлĕ шăлсене пула ытти органсем сиенленни.
- Хăрушă! Çăвар хăвăлне таса тытманни мĕн патне илсе çитерет!
- Ангина, вар-хырăм, чĕре чирĕсем аталанасси пирĕн шăлсем сыв марринчен те килет.
- Тĕлĕнмелле! Апла пулсан этемĕн органĕсем сывă-сывă маррине шăлсене пăхсах пĕлме пулать.
- Тĕрĕс.
- Пирĕн шăлсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кăна картсах хумалла. Веçех пĕчĕккинчен пуçланать теççĕ: кариесранах йывăр чир патне çитме пулать апла, Хамит Мансурович?
- Çăвар хăвăлне таса тытсан, кунне 2 хутчен - ирлĕ-каçлă - тĕрĕс тасатса тăрсан кариесран та упранма пулать. Кариес «çакланчĕ» пулсан, ăна вăхăтра сиплемесен шăлăн ытти чирĕсем те вăй илеççĕ. Пульпит - шăлăн нервпа юн тымарĕсен тĕввин шыççи, периодонтит - шăла тытса тăракан тĕртĕмĕн шыççи, пародонтоз - шăл туни шыççи, пульпитпа периодонтита сиплеменнипе тата янах шăмми хуçăлнипе периостит - янах шăммин виттин шыççи... Паллах, çăвар хăвăлне лекнĕ инфекци ырă патне илсе çитермест.
- Апла пулсан, стоматологи пỹлĕмне пирĕн тăтăшах çỹремелле. - Паллах. Çулталăкра сахалтан та 2 хутчен стоматолог патĕнче тĕрĕсленмеллех. Чирлĕ шăла вара ним тăхтаса тăмасăр сиплеме пуçламалла. Унсăрăн...
- Унсăрăн чир шала кайма, ăна пула ытти органсем сиенленме пултарĕç. Ăнланмалла... Çапах та, Хамит Мансурович, паян-и, ыран-и Сирĕн пата - ортопеди пỹлĕмне лекетпĕрех. Сирĕн пулăшăвăр та кирлех пулать.
- Çапла. Кунта лекнисене эпир чи малтан тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Унтан хамăртан мĕн кирлине тăватпăр. Енчен те лартмалли шăлсемпе юнашар чирлисем пулсан пациентсене вĕсене сиплеме сĕнетпĕр. Ятарлă вăхăтран вара вĕсем каллех пирĕн патăмăра килеççĕ. Вара размер илсе ятарлă протез е «шăл» ăсталатпăр. Эрне хушшинче вĕсем хатĕр пулаççĕ.
- Çапла вара Эсир çынсене илем, çăмăллăх, сывлăх кỹретĕр... Майлă самантпа усă курса, Хамит Мансурович, Сире тата мăшăрăра Земземие Галяветдиновнăна - шăл техникне район çыннисен ятĕнчен çăмăл мар ĕçĕрте ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, пысăк ăсталăх сунатăп, пархатарлă ĕçĕршĕн çĕре çити пуç таятăп.
- Тавах, Зинаида Ивановна.
- Стоматологире тимленĕ май, калаçу вĕçĕнче мĕн сĕннĕ пулăттăр Эсир, Хамит Мансурович, район гражданĕсене?
- Хаклă çыннăмсем, сывлăхлă пуласси чи малтан хамăртан килет. Шăлсене упрани ытти чир-чĕр çулăхасран сыхлать. Тĕрĕс апатланăва шута илмелле. Менюра хытă апат - сухари, кишĕр, улма-çырла, çавăн пекех сĕт продукчĕсем, уйрăмах тăпăрчă, пулни пĕлтерĕшлĕ. Паллах, гигиенăна çирĕп пăхăнмалла. Кусене тума пĕртте йывăр мар. Шала кайнă чиртен çăлăнма вара питĕ хĕн.
- Тавах Сире, Хамит Мансурович, усăллă сĕнỹсемшĕн. Вĕсене пиртен кашниех шута илесси пирки иккĕленместĕп.
- Сывлăхпа тăрăр.
Зинаида Свеклова.