Ăçталла сĕтĕрет сигарет?
ИСТОРИКСЕМ çирĕплетнĕ тăрăх, махоркăна Раççее Британи улпучĕсем Хаяр Иван (Иван Грозный) патша вăхăтĕнче илсе килнĕ. Ку тапхăрта пуянсем хушшинче чĕлĕм мăкăрлантарас йăла хисепре шутланнă. Михаил Романов патша саманинче вара табакпа усă курма чарнă, ăна сутакансене тата унпа усă куракансене пысăк штраф тỹлеттернĕ, йĕмĕсене антарса чăпăрккапа хĕненĕ. 1634 çулхи хăрушă пушар хыççăн (ун чух Мускавра темиçе пин çурт, Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ чиркỹ çунса кайнă) йĕркене пăхăнманнисене айăпласа вĕлерме пуçланă е сăмсине каснă.
Пĕрремĕш Петĕр патша, Голландире пурăннă вăхăтра туртма вĕреннĕскер, «йытă çимен япалан» ят-сумне тепĕр хут ỹстернĕ. Патша шухăшĕпе, чĕлĕм мăкăрлантарни Раççее Европа культурипе çывăхлатмашкăн пулăшмалла пулнă. 1705 çулта Раççейре табака уççăн сутма ирĕк панă. Кĕтерне патша вăхăтĕнче вара шăршламалли табак йăлана кĕнĕ.
Раççей халăхĕ вăрçăсене пула та туртма вĕреннĕ. Наполеон, Крым, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăчĕсенче салтаксене хаяр çапăçусем хыççăн махорка валеçсе панă, чикарккă чĕркеме хутпа тивĕçтернĕ. Табак салтаксене ывăннă хыççăн вăй илме пулăшать тесе шутланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче те табак туртасси Хĕрлĕ Çарта анлă сарăлнă. Акă хамăрăн Шăмăршă районĕнчи ĕç çыннисем кăна фронт валли килти пахчара ỹстерсе 10 пăт махорка ăсатнă. Çак парнепе пĕрле хĕрсемпе хĕрарăмсем тĕрлесе илемлетнĕ 1 пин ытла табак хутаççи ярса панă. Районти икĕ колхозра махорка лартса çитĕнтерме пуçланă, типĕтсе тирпейленĕ табака Улатăрти фабрикăна леçнĕ.
Вăрçă хыççăн çичĕ çул иртсен çут тĕнчене килнĕскер, ачалăха лайăх ас тăватăп-ха. Ун чух фронтовиксем йышлăнччĕ. Кăкăр çине орден-медаль çакса çỹреместчĕç пулин те, вăрçă паттăрĕсем пирĕншĕн чăн-чăн геройсем пулнă. Вĕсенчен тĕслĕх илнĕ.
Пĕрле пуçтарăнсан, чăн та, пирус е чикарккă мăкăрлантаратчĕç вара, чĕлĕм туртакансем те пурччĕ. Анчах та пире - ача-пăчана - çăвар патне пирус-чикарккă илсе пыма татăклăн чарнă! Енчен те хăшĕ те пулин ашкăнма пăхать пулсан, ашшĕ-амăшĕ ăна пиçиххипе çаптарса «ăс панă» е хăлхи шыçса каймаллах хытă туртса пăрнă.
Фронтра асап тỹснисем пиртен сывă ăру çитĕнтересшĕн пулнă, вĕсем табак туртни сывлăха пысăк сиен кỹнине лайăх ăнланнă. Тата пирус-чикарккă вăрттăн туртнипе кил- çурт çунса кайма та пултарнă. Ачасем вут- кăварпа ашкăннипе, кашни çулах тенĕ пек, тĕрлĕ ялта пушар тухнă, вун-вун çемье кĕл çине тăрса юлнă.
«Хăш чух санран
Вут-хĕм тухса
Ялĕпеле Çунаççĕ.
Хуйхă тесе
Çынсем вара
Каллех сана
Тытаççĕ», - çапла чунтан пăшăрханса çырнă чăвашсен паллă поэчĕ Николай Васильевич Шупуççынни хăйĕн «Чĕлĕм» сăввинче. Çак сăвва Ефим Никитин (Кĕлпук Мучи) артист Шăмăршăри кивĕ Культура çурчĕн сцени çинче вуланине ватăрах çынсем манман пулĕ-ха.
Чĕлĕм нуша пекех, пĕр иленсен этем çумĕнчен хăпасшăн мар вăл. Пĕр хăнăхсан туртма пăрахма йывăр иккен. Халĕ çамрăкки те, ватти те, арçынпа танах хĕр-хĕрарăмĕ те çăвара сигарет хыпать.
Раççей Правительстви пирус-сигарет туртнипе кĕрешме ятарлă хушу кăларнă. Халăх йышлă вырăнсенче, вокзалсемпе аэропортсенче, поездсенче, шкулсен çывăхĕнче тата ытти çĕрте пирус туртма чарнă.
Табак туртакансемпе кĕрешни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 2015 çулта район больницин тухтăрĕсемпе пĕрле «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ халăхран ыйтса пĕлнĕ тăрăх, районта аслисенчен 40 процентне яхăн туртакансем пулнă. Унтанпа кунашкал тĕпчев ирттермен, апла пулин те пирус-сигарета хисеплекенсен йышĕ нумай чакнине питех ĕненес килмест.
Юлашки çулсенче Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци чан çапма пикенчĕ. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, пирус туртни тĕнче экономикине çулсерен 1 триллион ытла долларлăх сиен (çак шутра - сывлăх сыхлав тăкакĕсем тата ĕç тухăçлăхĕ чакни) кỹрет. 2030 çул тĕлне пирус туртаканран 8 миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлма пултарать. Çак цифрăсем чăннипех шухăша яраççĕ. Ĕç-хĕл каплах аталанса пырсан мĕн патне пырса тухăпăр?
Хальхи вăхăтра тĕп тĕллевсенчен пĕри - çамрăк ăрăва пирус-сигаретран вуçех те пистересси. Кунта 2000 çул хыççăн çуралнисене табак туртма чарасси пирки сăмах пырать. Çамрăк граждансем нихăш лавккара та пирус-сигарет ан туянайччăр.
Паллах, манпа килĕшменнисем те тупăнĕç: пирус сутманни вĕсен саккунлă прависене хĕсмест-и? Çук иккен: РФ Конституцийĕн 55-мĕш статйин 3-мĕш пайĕнче сывлăха сыхлас тĕллевпе граждансен прависемпе ирĕкĕсене хĕсме май пуррине палăртнă. Пирус сиенĕнчен сыхласси шăпах çак тĕллевпе тỹр килет те ĕнтĕ. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла, физкультурăпа спорта çултан çул аталантарса пымалла.
Пирус - этемлĕх аталанăвĕнчи ăслайсенчен чи усăсăрри тата çынна пĕр шелсĕр тĕп тăваканни. Вăл туртаканшăн çеç мар, унăн таврашĕнчи çынсемшĕн те хăрушă: сывлăха пысăк сиен кỹрет. Çавăнпа та пирĕн çĕршыв правительстви сигарета хирĕç «чăн-чăн вăрçă» пуçланине эпĕ ырлатăп. Туртма вĕренмелле мар, унччен вĕреннисен сиенлĕ йăларан хăтăлма тăрăшмалла. Кунта кăмăл çирĕплĕхĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Никотин мĕн пур организма сиенленине çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Пирус туртакансен ỹпки, пĕверĕ, вар-хырăмĕ, чĕри чире каять, ар органĕсене те киревсĕр витĕм кỹрет. Çакă вара нацин сывă ăру çуратас вăй-халне палăрмаллах чакарать.
«Сигарет тупăка сĕтĕрет», - тенĕччĕ темиçе çул каялла хăйĕн пĕр статйинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Елена Васильевна Долгова. Ман шухăшпа, районти хисеплĕ çын çав тери тĕрĕс çырнă. Шел, пурте вуламастпăр хаçат, питех те кирлĕ статьясем те кашнин чĕри патнех çитеймеççĕ. Вулани, ун хыççăн тарăннăн шухăшлани вара пурнăçри нумай-нумай çитменлĕхрен хăтăлма пулăшĕччĕ.