Йĕрке хуралĕнче тимлесси - пурнăç йĕрки
«Чăн-чăн арçыннăн çемьешĕн те, халăхшăн та, çĕршывшăн та шанчăклă тĕрев пулмалла», - тенине мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ỹснĕ Патирек ачи - Ролан Идрисов. Амăшĕ Бибиджан Алимовна, ашшĕ Фазулла Несибуллович - ялти 8 çул вĕренмелли шкулăн вĕрентекенĕсем Роланра этемлĕхĕн чи ырă енĕсене аталантарнă. Вĕсем: ырăлăх, çирĕплĕх, таса чунлăх, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешесси.
Ахальтен мар ачаран хỹтлĕхсĕррине - хỹтĕлеме, йывăрлăхрине пулăшу аллине тăсса пама хăнăхнă Р.Идрисов.
Палтиел вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен тăван «Ленинская искра» колхозра, Патирек шкулĕнче (юсав ĕçĕшĕн, хуçалăхшăн яваплă пулнă), «Шемуршинский» АОЗТ МСОра (инженер-строитель) тăрăшнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлĕве ỹстерни те ахальтен пулман. Кунта юриспруденци специальноçне илнĕ хыççăн Шăмăршă районĕн шалти ĕçсен пайне ĕçе вырнаçнă. Милицин участок инспекторĕсен ĕçне йĕркелекен уйрăмĕн участковăй инспекторĕ, экономика преступленийĕпе кĕрешекен ушкăнăн оперуполномоченнăйĕ, уйрăм начальникĕн пулăшаканĕ - дежурство пайĕн оперативлă дежурнăйĕ, Шалти ĕçсен Шăмăршă районĕн пайĕн начальникĕн çумĕ... Ĕç карьерин çак картлашкисем тăрăх улăхнă Ролан Фазуллович. 2016 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен тата яваплăрах должноçра вăй хурать. Вăл - РФ Шалти ĕçсен пайĕн районсем хушшинчи Патăрьел уйрăмĕн Шăмăршă районĕн пайĕн начальникĕ... Хăйне пулăшаканĕсем - çумĕсем - çукран тумалли ĕçĕн хисепĕ те çук. Чăтăмлă, йывăрлăх умĕнче пуç усман, анлă тавра курăмлă полици майорĕ 21 çынлă коллектива ăнăçлă ертсе пырать. Дежурство тата участковăйсен пайĕсен, уголовлă шырав ушкăнĕн, штаб инспекторĕн, дознавателĕн, делопроизводителĕн, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторăн, водитель-полицейскисен ĕç-пуçĕ куç умĕнче. Хăйĕнчен çирĕп ыйтакан ертỹçĕн уйрăмĕнче дисциплина çирĕп, коллективра ĕçлĕ те лăпкă лару-тăру. Кунти арçынсем хĕрарăм ĕçтешĕсене сума суни - ырă тĕслĕх. Идрисова кашни ĕçченпе пĕр чĕлхе тупма професси ăсталăхĕ çеç мар, чун-чĕре ăшши те пулăшать. Палăртма кăмăллă: ертỹçĕ, хăйне пăхăнаканĕ хăш наци çыннине кура, унпа çав халăх чĕлхипе калаçать. Вырăсла, тутарла, чăвашла пĕр пекех таса та тĕрĕс унăн пуплевĕ. Нацисен туслăхĕ çакăнтан пуçланмасть-и-ха?!
Служба тивĕçĕпе Чечняри тамăк вутĕнче «шăранса» тухнă полици ĕçченĕ районти граждансен тăнăçлăхĕ хăй ертсе пыракан уйрăмран нумай килнине чунĕпе туйса ĕçлет. Ăçта инкек - унта полици. Ăçта полици - унта йĕркелĕх.
... Хĕрĕх тăххăрти Ролан Фазуллович çемьере те - шанчăклă мăшăр, юратнă атте. «Россельхозбанк» АО ертỹçинче тăрăшакан Галия Нурисламовна мăшăрĕ, ачисем - Румиль, Алсу, Рамазан унăн тĕрекне самантсерен туйса тăраççĕ. Чăн-чăн Çыннăн çапла пулмалла та.