Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мускавра пĕрлешнĕ чĕресем

Мускавра пĕрлешнĕ чĕресем

Хальхи вăхăтра çамрăксем пысăк хула- сенче ĕçлеççĕ, тĕрлĕ халăх çыннисемпе паллашаççĕ, туслашаççĕ, çемье те çавăраççĕ. Акă шăпа Палтиелĕнчи Александр Яковлева, Мускавра вахта мелĕпе ĕçлекенскере, Мари эл хĕрĕпе тĕл пултарнă, пĕр çемьене пĕрлешме çул уçса панă.

... Саша (1990 çулхи) ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шăмăршăра газоэлектросварщиксен курсне пĕтерчĕ. Мускав облаçĕнчи Чехов хулинче çар тивĕçне пурнăçларĕ. Ун хыççăн çĕршывăн тĕп хулинчи пĕр теплицăра хăй специальноçĕпе ĕçлеме вырнаçрĕ. Çавăн чухне шăпах кунта пахча çимĕç пуçтаракан Олесьăпа - вăтам пỹ-силлĕ, çырă çỹçлĕ, симĕс-сăрă куçлă, ĕçчен те тирпейлĕ хĕрпе - паллашнă Палтиел каччи.

Олеся Пакеева, Мари Республикин Сернур районне кĕрекен Лоскутово ялĕнче 1989 çулта çуралнăскер, ял тата Сернур шкулĕсенче вĕреннĕ. Оршанка паççулккинчи И.Глушков ячĕллĕ педагогика колледжĕнче социаллă педагог дипломне алла илнĕ. Ку енĕпе пĕлĕве малалла Мари патшалăх университетĕнче ỹстернĕ. Кỹршĕллĕ Çĕнĕ Торъял ялĕнче çулталăк хушши педагог-организаторта тимленĕ. Ун хыççăн Мускаври теплицăна ĕçе кĕнĕ. Яштак пỹллĕ, хумлă-хумлă йăм хура çỹçлĕ чăваш каччи сăпайлăхĕпе те йĕркелĕхĕпе çармăс пикине тыткăнланă.

Туслăх юрату туйăмне куçнă. Анлă Атăлăн икĕ çыранĕ хĕрринче кун çути курнă, ачалăхне ирттернĕ çамрăксем 2014 çулта шăпине пĕр тĕвве çыхнă. Малтан мăшăр Йошкар-Ола хулинче пурăнчĕ, 2016 çулта вара Александрăн тăван ялне куçса килчĕ.

Халĕ Яковлевсем Палтиелĕнчи Октябрь урамĕнче, туяннă çуртра, пурăнаççĕ. Пурăнмалли вырăна çĕнетрĕç вĕсем. Пỹлĕмсенче хăтлă та илемлĕ, тирпейлĕ. Шыв кĕртни хăех - пысăк çăмăллăх. Малашлăхра - çĕнĕ мунча лартасси.

Икĕ ача çемьере. Асли - Кирилл кăçал пĕрремĕш класа кайрĕ. Аделина «Туслăх» ача садне çỹрет.

Вĕсемпе ытларах Олеся Николаевна вăхăт ирттерет, - хальлĕхе ĕçлемест-ха. Вăл ачисене типтерлĕ те хитре çỹретет. Кирилпа Аделина ашшĕ-амăшĕпе вырăс чĕлхи урлă хутшăнаççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ çармăс, чăваш сăмахĕсене пĕчĕккĕн вĕрентсе пырать. Аслисен ырă тĕслĕхĕпе пĕчĕккисем çармăс-чăваш юрри-ташшине вырăслипе танах хапăллаççĕ. Юратнă ашшĕ çĕршывăн тĕп хулинчен (Останкинăри аш-какай тирпейлекен комбинатра вăй хурать Александр Вениаминович) таврăнасса чăтăмсăр кĕтеççĕ, çĕнĕрен вĕреннĕ сăвă-юрăпа паллаштарма васкаççĕ.

Олеся Николаевна - уçă кăмăллă хĕрарăм, мăшăрĕн тăван çĕршывĕнче нумай юлташ тупрĕ. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе (пахча çимĕçрен, улма-çырларан апат янтăлама, çыхма-тĕрлеме ăста, çырла-кăмпана, пулла çỹреме юратать, çăмăл машинăпа чиперех «пĕр чĕлхе тупать»), тараватлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе кĕске вăхăтрах ырă ят-сум çĕнсе илчĕ вăл. Хунямăшĕпе хуняшшĕшĕн, хĕрсемĕшĕн юратнă кинĕпе инкĕшĕ вăл. Вĕсемпе пĕр çăвартан, туслă пурăнать.

Мари Республикине çуллахи чечен кунсенче çитсе курасси - çемьен чи килĕштернĕ вăхăчĕ. Çуралнă кĕтесре Олесьăна мăнукĕсемпе те кĕрĕвĕпе ашшĕ-амăшĕ, икĕ аппăшĕ чăтăмсăр кĕтеççĕ. Тĕл пулу кĕске пулсан та пурин кăмăлне те тивĕçтерет.

Çапла, юрату туйăмĕ çармăс хĕрĕпе чăваш каччине телей тупма пулăшрĕ, ют чĕлхене, ют çĕре савма вĕрентрĕ.

Нумай нациллĕ Палтиелĕнче Яковлевсен çемйи - çутă тĕслĕх.



08 ноября 2021
09:40
Поделиться