Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ковид алхасать...

Ковид алхасать...

Ытти вырăнсенчи пекех, Шăмăршă районĕнче те коронавирус алхаснăçемĕн алхасать, хăй серепине ытларах та ытларах çынна туртать.

Кăçалхи октябрьте кăна пирĕн тăрăхра пурăнакан 136 (!) çынра ковид чирне тупса палăртнă. Питĕ шел, çиччĕн çак амака пула пурнăçпа сыв пуллашнă. Паллах, 112 гражданин сывални пире савăнтарать.

Усал чиртен сыхланмалли-упранмалли пĕртен-пĕр мел вакцина иккенне Шăмăршă районĕнче пурăнакансем тинех ăнланса илчĕç. Çакна асăннă тапхăрта 298-ăн (!) прививка тутарни çирĕплетет. Ревакцинаци витĕр вара 211-ĕн тухнă. 60 çултан иртнисен 42 проценчĕ прививка тутарма килĕшни те аслă çулхи граждансем хăйсен сывлăхĕ çине яваплăрах пăхма пуçланине ĕнентерет.

Р.Бахитов,
район больницин халăхпа ĕçлекен специалисчĕ.



08 ноября 2021
09:45
Поделиться