Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет
«Ỹркенмен - ăста пулнă», - теççĕ халăхра. Çак сăмаха Шăмăршăра пурăнакан Олег Хлюкин пиркиех каланă тейĕн. Вăл - районти пултаруллă фермер. Вулакана унпа кăмăлтан паллаштарас килет. Шанатăп: Олег Анатольевичăн ырă тĕслĕхĕпе, пархатарлăхĕпе хавхаланса фермер ĕçне суйласа илекен пулатех.
...Карапай Шăмăршă ялĕнче1976 çулхи августăн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Обществăлла апатлану системинче тăрăшакан амăшĕнчен, районти шалти ĕçсен пайĕнче тимлекен ашшĕнчен ĕçченлĕхпе йĕркелĕхе Олег пĕчĕкрен хăнăхнă. Ялти ытти шăпăрлан пекех, кил хушшинчи, пахчари ĕç-пуçа тунă вăл, аслисене сисĕмлĕ пулăшу кỹнĕ. Киров ячĕллĕ колхозăн лаша витинчен тухма пĕлмен: вăрăм çилхеллĕскерсен ăмăрĕнчен якатасси те, янаварсен çурăмне-хырăмне хыркăчласси те, вĕсене апат парасси те юратнă ĕç пулса тăнă арçын ачашăн. Конюх пулас ĕмĕт çунатлантарнă ăна.
Пурăна-киле спортпа туслă çамрăкăн тĕллевĕ улшăннă. О.Хлюкин И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика инсти- тутне вĕренме кĕнĕ, унта физкультура учителĕн специальноçне алла илнĕ. Икĕ çул спорт шкулĕнче ĕçленĕ.
Пурнăç кăларса тăратнă ыйтусем çамрăк специалиста ĕçе улăштарма хистенĕ. Хлюкин малтанласа район центрĕнче йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен «Эвита» салон уçнă. Туяннă виçĕ ГАЗельпе пассажирсене лартса çỹренĕ.
Çĕр ĕçĕшĕн тунсăхланăскер, 2006 çулта пĕтĕм шăпине унпа çыхăнтарнă. 2007 çулта Киров ячĕллĕ колхоз банкрота тухсан унти фермăсен çурчĕсене туяннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме палăртнă. Çапла çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх тытассине шайлаштарнă.
Паллах, çанталăкăн йывăр условийĕсене пула тыр-пул ăнманни те пулнă, çавна май выльăха усрама хĕн килнĕ. Пирвайхи çулсенче акă техника çитменни ура хунă. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тумасан тăкакĕ-çухатăвĕ пысăк-çке. Алă усăнни, кăмăл сĕвĕрĕлни те пулман мар. Спортăн тан мар тупăшăвĕсенче кĕрешни-тупăшни Олег Анатольевичăн характерне ырă витĕм кỹнех, каялла чакмасăр, малалла шанчăклăн пăхма хистенех. Умри чăрмава çĕнтерсе малалла ăнтăлма хăват çитернех чăтăмлă чăваш арĕ!
Майĕпен пулсан та, аталаннă Хлюкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ. 2013 çулта «Çемье ферми» гранда çĕнсе илни ăнăçу çулĕ çине тăма пулăшнă. 4 192 000 тенкĕ укçа техника шутне ỹстерме кайнă.
2017 çулта каллех «Çемье ферми» гранда тивĕçнĕ Олег Хлюкин. Хальхинче 10 миллион укçа-тенкĕпе техника йышне, çĕр лаптăкне ỹстернĕ, ферма çурчĕсене çĕнетнĕ.
400 яхăн мăйракаллă шултра выльăх тытать фермер. Вĕсене пăхса тăма 11 çынна явăçтарнă, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Ĕç условийĕсем аван: çурма механизациленĕ фермăра ĕне сума, сĕт вырнаçтарма т.ыт.те тума меллĕ. Ĕç укçи те ял çыннисемшĕн пĕчĕк мар: 19 300 тенкĕ. Сăмах май, Олег Анатольевич хăй хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен те сисĕмлĕ пулăшу парать. Акă Р.Медведева ĕçчене çурт туянма укçа-тенкĕ парса пулăшни - хăех ертỹçĕн пархатарлăхĕ. Йывăр вăхăтра хăйне пысăк пулăшу кỹнĕ фермера паянхи кун та тав тăвать хĕрарăм.
О.Хлюкин хуçалăхĕ 551 гектар çĕр çинче люцерна, кукуруза, урпа, тулă, сĕлĕ акса çитĕнтерет. Акмалли вăрлăха Ульяновскран Перевозран (Чулхула облаçĕ) кỹрет. Кăçал гектарти вăтам тухăç 25 центнерпа танлашрĕ. Лайăх кăтарту! Пухса илнĕ тыр-пула Киров тăрăхĕ тата Мари республики туянаççĕ.
Техникăран та чухăн мар халь фермер. Хуçалăха тырă пуçтарса илмелли 3 комбайн, выльăх апачĕ пуçтарса илмелли 1 комбайн, виçĕ Т-150 тата пилĕк МТЗ трактор, икĕ МАЗ тата пĕр КамАЗ автомашинăсем илем кỹреççĕ. Техника пур-тăк, ĕçлес кăмăл та пысăк, хавхалану вучĕ те иксĕлми! Акă акмалли çĕр лаптăкĕ те пысăкланать: халерех Асанкассинчен çĕр пайĕ хушăнчĕ. Ĕçле те ĕçле, ан ỹркен çеç!
Хăй уçнă «Эвита» салона ертсе пыракан тата фотографра тимлекен Алена мăшăрĕн, Ял хуçалăх академийĕн агроинженери факультетĕнче пĕлỹ пухакан Илья ывăлĕн юратăвĕпе тимлĕхĕ, хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ çирĕп кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ фермера çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума вăй хушаççĕ. Çакăнта мар-и-ха вăл телей тупсăмĕ?!