Аса килеççĕ ырă кунсем
ХАÇАТРА 40 çул ытла ĕçленĕ май çĕр-çĕр çынпа тĕл пулса калаçнă, çĕр-çĕр хыпар илтсе вулакансем патне çитерме тăрăшнă. Ырă çынсем халĕ те асăма килеççĕ, вăхăтĕнче вĕсем çинчен çырма ỹркеннишĕн питĕ ỹкĕнетĕп. Тĕрлĕ самант пулнă, çапах та чунра ăшă та ырă аса илỹсем ытларах упранса юлнă.
«Куккурус - ман çỹллĕш!»
ИРТНĔ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсем. Район хĕрсех хăйĕн черетлĕ юбилейне хатĕрленет. Парти райкомĕ çак паллă куна тивĕçлипе кĕтсе илме ятарлă комисси йышне çирĕплетнĕ, унта редакци ĕçченне те кĕртнĕ.
- Юлташсем, юбилей тĕлне район пурнăçĕпе паллаштаракан пысăк фотостенд хатĕрлесен аван пулĕччĕ, - терĕ комисси ларăвĕнче райкомăн иккĕмĕш секретарĕ Михаил Фомин. - Шупашкарсем Петр Сымкин фотожурналиста сĕнчĕç. Вăл киличчен пирĕн патăмăрта мĕн-мĕн ỹкермеллине тупса палăртмалла.
Паллах, вăрман хуçалăхĕнче ỹкермелли пур-ха. Ял хуçалăхĕнче мĕн кăтартăпăр? Чи çỹллĕ ỹснĕ кукуруза хирне, хуçалăх ертỹçипе тата механизаторпа пĕрле, ỹкерсен аванччĕ.
- Михаил Иванович, сирĕн лайăх çитĕннĕ кукуруза пур-и? - ыйтрĕ комисси председателĕ «Шемуршинский» совхоз директорĕ нчен Михаил Захаровран.
- Пур, «уй-хир пики» тĕл-тĕл ман çỹллĕшех! - пĕлтерчĕ шỹтлесе совхоз хуçи.
- Э-э-э, капла каймасть, - пат татса каларĕ райком секретарĕ. - Эсир, Михаил Иванович, çỹллĕ чăваш мар вĕт, ман пекех лутра. Урăх тĕлте шырамалла.
Вара Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене пĕрлештерекен Киров ячĕллĕ колхоза аса илтĕмĕр. - Председателĕ - Анатолий Порфирьев - икĕ метртан та çỹллĕрех. Хăйĕн пысăкăш кукуруза та çитĕннĕ вĕсен, паян-ыран силослăх пухса кĕртме те тытăнасшăн. Шупашкар фотографĕ валли шăпах юрăхлă кандидатура.
Çапла килĕшсе татăлтăмăр та. Карапай хирĕнче çитĕннĕ çỹллĕ кукуруза, хуçалăх председателĕпе малта пыракан тракторист сăн ỹкерчĕкĕ район хаçатĕнче те пичетленчĕ.
Артистран та кая мар
РАЙОНТИ малта пыракан фермерсемпе пĕрле редакци корреспондентне те Шупашкара - Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне - чĕннĕччĕ. Хаваспах çула пуçтарăнтăмăр. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ савăнăçлă пуху хыççăн пире хăна пулма кафене йыхравларĕç.
- Эх, эстрада артисчĕсене чĕнмеллеччĕ! - пăшăрханса калаçрĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайне ертсе пыракан Алексей Иванов. - Хаваслăрах пулатчĕ!
- Мĕншĕн чĕнмелле. Хамăр кая-им артистран? - ура çине тăчĕ районĕпех паллă çĕр ĕçченĕ Юрий Старшов. Вара хулăнах мар илемлĕ сассипе юрă пуçарчĕ:
... Как ты хороша, родная Шемурша,
Когда кругом такой народ живет...
Çак юрра - район гимне - пурте пĕрле ура çине тăрса юрланă чух кафе янăраса çеç тăчĕ. Ытти районсен делегацийĕсем пирĕн çине тĕлĕнсе те савăнса пăхрĕç. Хушса юрламаллине кỹршĕри патăрьелсем те ярса илчĕç, çак уяв кĕрекине тата та илемлетрĕ.
Шăмăршă тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çыннисем туслă пурăнаççĕ, уявсенче те пĕрле савăнатпăр. Хальхинче те Палтиелĕнчи «Мир» хуçалăх ертỹçипе Зефер Афиатулловпа Патирекри «Искра» пĕрлешỹ председателĕ Менир Хамдеев тутар халăх юррине юрласа савăнтарчĕç.
Черет мана та çитрĕ. Эпĕ тин çеç пуçăмра çуралнă, тăван ялăма халалланă сăвва вуларăм:
Шăнкăр-шăнкăр юхать çут çăл куç,
Шăпчăк юрă юрлать савăнса.
Савнă ялăм - çуралнă çĕр шыв
Сарăлса эс ларан айлăмра.
Çуралнă ялăм, çуралнă ялăм,
Сан патна инçетрен эп васкарăм.
Ачалăха кунта шырарăм,
Çук, тупаймарăм ăна, çук, тупаймарăм.
Тăванран та тăван ял çынни,
Пулăшмашкăн ялан хапăлах.
Çĕре ỹкмĕ çынна пулăшни,
Ырă ĕç нумайрах пултăрах.
Çуралнă ялăм, çуралнă ялăм,
Сан патна инçетрен эп васкарăм.
Çамрăклăха кунта шырарăм,
Çук, тупаймарăм ăна, çук, тупаймарăм.
Ах, ăçта-ши эс халь, тăван кил?
Кĕтсе ил мана, кĕтсе ил.
Сỹннĕ çав тахçанах тĕтĕм.
Чун хурланчĕ, сассăр йĕтĕм.
Çуралнă ялăм, çуралнă ялăм,
Сан патна инçетрен эп васкарăм.
Эп кунта ватлăха шырарăм,
Тупрăм та, уйрăлаймарăм.
...Çуралнă ялăм, çуралнă ялăм,
Тăпруна выртса ыталарăм.
Микрофонпа вуланăран, сăвă пысăк залра ян! янрарĕ, пурте шавламасăр итлерĕç. Сăвва вĕçленĕ хыççăн хыттăн алă çупса ячĕç, тав сăмахĕ калакансем те пулчĕç.
Каярахпа çак сăвă сăмахĕсене Кивĕ Чукалти илемлĕ пултарулăх коллективĕ юрă та çырчĕ, вăл концертсенче халĕ те янăрать тенине пĕлтерчĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.