Мĕншĕн хакламастпăр пурнăçа?
ШĂМĂРШĂРАН Шупашкара çула май каякан çăмăл автомашина кабинине вырнаçса кăна ларнăччĕ - водитель патне ватăрах арçынпа хĕрарăм пычĕç. Вĕсем Канаша çити каясшăн иккен, çавăнпа та машина хуçи малтанласа илесшĕн те пулмарĕ. Паллах, Шупашкара каякан пассажирсем ăна тупăш ытларах кỹреççĕ ĕнтĕ, Канаш - çывăх хула.
- Илĕр ĕнтĕ, - тархасларĕç иккĕн тан. - Хăнана мар вĕт, пысăк хуйхăпа çула тухрăмăр.
Водитель текех хирĕçлесе тăмарĕ, вара часах автомашина вырăнтан тапранса асфальт çулпа малалла ыткăнчĕ.
Çĕнĕ пассажирсем Шăмăршăран инçе мар вырнаçнă Тутар Тĕкки ялĕнчен иккен. Хам тутарла чухланăран, вĕсемпе сăмах пуçартăм.
- Çапла, пысăк инкек пулнă пирĕн çывăх çынсемпе, - чĕререн пăшăрханса калаçрĕ ватă арçын. - Пĕр çемьерен виççĕн вилсе выртнă. Оренбург облаçĕнче пурăнатчĕç вĕсем, çак уйăх пуçламăшĕнче Нургали 50 çул тултаратчĕ. Юбилей валли такамсем урлă йỹнĕ эрех туяннă. Çак эрехе ĕçсе вуннăн - çав шутра Нургалипе мăшăрĕ тата арăмĕн шăллĕ - вăйлă наркăмăшланнă. Вуннăшĕ те больницăра вилсе кайнă. Пытарма каяймарăмăр, халĕ, ак, асăнма та пулин çитес тетпĕр...
Илтнĕччĕ-ха çак хăрушă хыпара. Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Оренбург облаçĕнче трагеди пулнă: суррогат эрех ĕçсе 35 çын вилнĕ, утмăлăшĕ халĕ те тĕрлĕ больницăра йывăр асапланать.
Следстви комитечĕ темиçе уголовлă ĕç пуçарнă, айăплисене тупса палăртас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ.
Мĕншĕн туянаççĕ-ха çынсем суррогат эрехе? Паллах, тутлă пулнипе мар, лавккаринчен чылай йỹнерех сутнипе. Суя эрехри метанол çын организмĕшĕн хăрушă наркăмăш шутланать. Суррогат алкоголе кăштах çеç ĕçсен те çын вилме пултарать.
Оренбург тăрăхĕнче çеç мар, Курганра та суррогат эрехпе нумай çын наркăмăшланнă, вилнисен шучĕ те ỹссе пырать. Çак кунсенче кăна-ха Екатеринбург хулинче суя эрехпе 25 çын вилнĕ. Пурте тенĕ пек - çамрăксем.
Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, иртнĕ çул суя эрехпе наркăмăшланса пирĕн çĕршывра 10206 çын, е 2019 çулхинчен 3755 çын нумайрах, вилнĕ. Çын пурнăçĕшĕн 80-150 грамм суррогат эрех ĕçни те вилĕм патне илсе пыма пултарать. Вăрттăн сутакан йỹнĕ алкоголе ĕçсе нумай çын суккăр- ланнă, инвалида тухнă.
Пилĕк çул каялла Иркутск хулинче «Боярышник» ятлă спиртлă шĕвек ĕçсе 76 çын вилнине те халăхăн манма юрамасть.
Тĕслĕх шыраса таçта аякка кайма та кирлĕ мар: хамăр Чăваш Енри Элĕк районĕнче кăçалхи июль уйăхĕнче суррогат эрехпе наркăмăшланса тăваттăн вилнĕ. Республикипе илсен вара 497 çын суя эрехпе вăйлă наркăмăшланнă, 218-шĕ çап-çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çав шутра 14 çула çитмен ачасем суррогат эрехпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем 27 пулнă.
Суррогат эрехе пирĕн районта пачах та сутмаççĕ тесе шантарса калама çук. Пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан наркăмăшлă шĕвек халăх хушшинче анлă сарăласран хытă сыхланмалла. Йỹнĕ эрех ырри патне илсе пымастех, сутаканни укçашăн çынсене тем ĕçтерме те хатĕр. Чăннипех те пысăк хăрушлăх ку, уйрăмах çамрăксемшĕн чун шикленет.
Мĕншĕн хакламастпăр-ха хамăрăн пурнăçа, ахаль те вăрăмах мар ĕмĕре мĕншĕн наркăмăш ĕçсе тата та кĕскететпĕр?
Ĕлĕк ялта пĕр-пĕр хăрушă инкек сиксе тухсан чан çапнă. Сурро- гат эрех пирĕн района ан çиттĕрччĕ тесе чан çапма вăхăт мар-ши, ял-йышăм?