Ĕç пиçĕхтернĕ, юрату вăй панă...
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Авланма шутланă яша авалтан: «Аякри лайăха иличчен çывăхри начара ил», - тесе ăс панă. Мăшăрлăх суйлакан хĕрĕн кăмăл-туйăмне, ĕç-хĕлне, вăл çитĕннĕ çемьен йăли-йĕркине витĕр пĕлсе тăма вĕрентнĕ паллах. Йăнăш тăвасран асăрхаттарнă ĕнтĕ.
Асанкассинчи Хамит Айнетдинов, ваттисен сăмахне асра тытнă пекех, пĕр урамра пурăнакан, пĕрле выляса ỹснĕ, пĕр класра вĕреннĕ Шемшибеню ятлă хĕре куç хывнă. «Çывăхри начар» манăн ĕмĕрлĕх мăшăр пулчĕ», - тет шỹтлесе Хамит Каюмович çамрăклăхне аса илнĕ май.
1953 çултанпа пĕр-пĕрне юратса-хисеплесе, ăшă сăмахпа та ĕçпе пулăшса кун кунлаççĕ, çĕр çĕрлеççĕ Муса Джалиль урамĕнчи Айнетдиновсем, 91 çулти ватăсем. Иккĕш те сывлăхлă, тулли кăмăллă. Пурăнмалăх - кермен пек çурт, ăшăнмалăх - газ системи, апатлăх та çăвăнса тасалмалăх шыв системи пур.
Вăхăт ирттермелĕх чăх-чĕп пăхать аслă ăрури мăшăр. Хăй вăхăтĕнче карта тулли выльăх - хур-кăвакал, сурăх, ĕне-вăкăр, лаша усранă; Шемшибеню Керимулловна куçне операци тутарнипе çеç 80 (!) çул тултарнăскерсем ĕне усрама пăрахнă.
Мăшăр телевизор курма кăмăллать, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата алран ямасăр вулать. Куçлăхсăрах.
Ăру тăсмалăх - 8 ача (Вĕсем Шланкана, Ульяновска, Хусана саланнă; пĕри ялта тымар янă.), йăпанмалăх та мăнаçланмалăх - 23-шер мăнукпа кĕçĕн мăнук Айнетдиновсен.
Пурнăç ырлăхĕшĕн Аллаха, Раççей Прави- тельствине тав тăваççĕ вĕсем, хăйсене çăмăллăх кỹрекен ачи-пăчине пехиллеççĕ.
...Айнетдиновсем патĕнче сĕтел хушшинче ларатăп. Тỹпетей тăхăннă кил хуçи хăех техĕмлĕ ĕçмене вĕретсе куркасем çине ярать. Шемшибеню аппа тараватлăн пыл, хура çырла варенийĕ... сĕнет. Акă хăй (!) пĕçернĕ кăпăшка çăкăра касрĕ, тин кăна пĕçернĕ кукăльпе кĕлинтăр хучĕ.
Сăмах çăмхи сỹтĕлет... Тутарсен чăн чăвашла пуплевĕ чуна çупăрлать, çав хушăрах хуçасен сăмахĕ чĕрене витерет.
Ытла та тертлĕ пулнă-çке Хамитпа Шемши- беню ачалăхĕ, çамрăклăхĕ... Сăлтавĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче.
Хамит - çемьери 9 ачаран иккĕмĕшĕ - ялти шкулăн 4-класĕнчен вĕренсе тухсанах колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Хирте вăкăрпа сỹреленĕ, вăрмантан вутă турттарнă. Лайăх ĕçленипе çамрăка уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. Ỹркенменскер, плугарьте, 20 çул хушши тракторист-подвесчикре тар тăкнă Хамит Каюмович. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕ валли арман авăртнă. Йывăр условисенче Вологда облаçĕнчи вăрмана каснă. Фермăра скотникре вăй хунă. Нимле ĕçрен те хăраман тутар арĕ. Ахальтен мар, «Ĕç ветеранĕ», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Шемшибеню те - 5 ачаран кĕçĕнни - 4 класс кăна пĕтернĕ. Хĕрача çулла-кĕркунне уй-хир бригадинче улма, чĕкĕнтĕр çитĕнтерсе вĕсене пухса кĕртме хутшăннă. Хĕллехи шартламара колхоз тыррине сортировка витĕр кăларнă, Улатăр районĕнчи Суйкăн вăрманне касса тертленнĕ.
- Бригадирта ĕçленĕ чух Шемшибенюна юратса пăрахрăм, чипер те ĕçченскере мĕнле савмăн, - ытарлăн пăхать мăшăрĕ çине Хамит абый. - Çемье çавăрсан пĕчĕк пỹрте уйрăлса тухрăмăр. Хамăр ĕмĕрте икĕ пỹрт, 4 мунча лартрăмăр.
- Вăрçă пире темле нуша витĕр те кăларчĕ, çапах аваймарĕ, - шывланнă куçне шăлать Шемшибеню аппа.
«Вăрçă ачисем» татăк çăкăра та çурмалла пайланă, пур ĕçе те пĕрле тунă. Шемшибеню Керимулловна мăшăрне пулăшма армана, фермăна çỹренĕ. Çав хушăра ачисене те пысăк тимлĕхре тытнă. Ăнланупа хисеп, юрату кил-йышра хуçаланни пĕр-пĕрне упрама пулăшнах. Çак мар-и-ха вăл телей тени!
Айнетдиновсем пурте сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. Ачи-пăчи хăнана килсен сĕтел çине эрех-сăра лартмаççĕ кунта. Вĕсен вырăнĕнче - чун ăшшипе пĕçернĕ вĕри апат та чустаран янтăланă çимĕç.
- 45 çул «йỹççине» сыпман, пирус тĕтĕмне пĕр хут çеç сывласа курнă, - пытармасть Хамит абый.
- Пирĕн ывăлсемпе кĕрỹсем те ĕçмеççĕ- туртмаççĕ, - хушса хурать Шемшибеню аппа. Лайăх пулăм! Акă камран тĕслĕх илмелле! Акă мĕнре вăрăм ĕмĕрĕн сăлтавĕ!
...Хамит Каюмовичпа Шемшибеню Керимулловнăна çĕр çула çитме ырă сунса уйрăлтăм. Куç умĕнче - пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан, тарават та тирпейлĕ, çулне кура мар çамрăк курăнакан мăшăр. Ăш пиллĕхпе çиçекен ватăсем, пурнăç тупсăмне юратура та ĕçре тупнăскерсем, маншăн çывăх тăван пекех асăма кĕрсе вырнаçрĕç.