Николай Поликарпов: «Наркоманирен каялла çул çук!»
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Справка
Николай Иванович Поликарпов 1961 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăра çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Шупашкарти тата Мускаври физмат шкулĕсенче вĕреннĕ. 1978-1984 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче пĕлỹ пухса «Сывату ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ.
1985-1997 çулсенче Патăрьел район больницинче оталаринголог, тĕп врачăн çумĕ пулса ĕçленĕ. 1997-2001çç. - Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ, 2001-2010çç. - Карапай Шăмăршăри «Елочка» санаторин тĕп врачĕ, 2010-2017çç. - Карапай Шăмăршăри ПНИ директорĕ, 2017 çултан паянхи кунччен - Шăмăршă район больницин оталарингологĕ, наркологĕ.
Халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Н.И.Поликарпова Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
- Сывлăх сунатăп, Николай Иванович.
- Сире те сывлăх сунатăп, Зинаида Ивановна.
- Николай Иванович, чăрмантарнăшăн каçарăр та, Сире ĕçĕрти тивĕçпе çыхăннă калаçăва хутшăнма ыйтасшăн эпĕ.
- Ăнлантăм. Апла районти наркомани лару-тăрăвĕ çинчен пырĕ сăмах.
- Çапла... Калăр-ха тỹрех, Николай Иванович, Шăмăршă районĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратман-и наркомани чирĕ?
- Тĕрĕссипе, наркомани кирек камшăн та, кирек хăçан та пысăк инкек, хуйхă, çухату илсе килнĕ, килет те. Пысăк йышра пĕр наркоман пулсан та - хăйшĕн те, обществăшăн та пысăк хăрушлăх. Хальхи вăхăтра районти виçĕ çынна тимлĕхре тытатпăр.
- Хăрушлăх тенĕрен, наркотикпа иртĕхекенĕн сывлăхĕ-пурнăçĕпе кăна çыхăнман пулĕ вăл?
- Наркомани серепине лекнĕ çыннăн пурнăç пĕлтерĕшĕ çухалать: ăна ним те, никам та кăсăклантармасть. Пĕртен-пĕр тĕллев - наркотик тупасси - ăна вăрлама-çаратма хистет. Çавна май наркоман çыннăн сывлăхне сиен кỹме, пурнăçне татма та пултарать. Тепĕр хăрушлăх - «опытлă» наркоман ыттисене те хăй çулĕпе «уттарни».
- Николай Иванович, Сирĕн пата наркомансем епле майпа лекеççĕ?
- Халĕ Чăваш Республикин Вĕренỹ тата наука министерствин 2014 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче 658№ «Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тата професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче, çавăн пекех аслă пĕлỹ паракан организацисенче вĕренекенсемпе социаллă-психологиллĕ тест ирттермелли йĕркене çирĕплетесси çинчен» приказĕпе килĕшỹллĕн шкулсенче, училищĕсемпе техникумсенче вĕренекен 13 çултан иртнĕ ачасене социаллă-психологиллĕ тест витĕр кăлараççĕ. Тест хуравĕсене тишкерсе эпир пĕтĕмлетỹ тăватпăр: ку е вăл вĕренекен е студент сиенлĕ йăласемпе иртĕхмест-и? Хăрушлăх кăларса тăракансене тимлĕхе илетпĕр. Унтан пирĕн тĕп ĕç пуçланать: ачасемпе, çамрăксемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçатпăр. Сăмах май, шкулсенче профилактика калаçăвĕсем йĕркелесси йăлара. Паллах, иккĕленỹ çуратакансен анализĕсем наркомани чирне çирĕплетсе пачĕç пулсан, эпир Республикăри наркологидиспансерĕпе çыхăнатпăр. Наркомани тыткăнне лекнисем унта реабилитаци витĕр тухаççĕ... -
Каçарăр, пỹлсех ыйтатăп. Хăйсем тĕллĕн Сирĕн кабинета пыракансем пур-и?
- Шел пулин те, полици урлă чĕнсен çеç пирĕн патăмăра ура ярса пусаççĕ наркотикпа çыхланнисем. Нарколог патне лексен вара çак усал амакран сываласшăн ăнтăлаççĕ - усси çук, кая юлнă. Виçĕ-тăватă хут реабилитацире пулнисем те чире çĕнтереймеççĕ...
- Апла пулсан...
- Апла пулсан, наркотикăн пĕрремĕш дозине те çăвара илмелле мар!
- Шăпах пĕрремĕшĕнчен пуçланать...
- Вырăссем калашле, «йỹçĕ» тĕрĕслĕх ку, пурнăç ĕнентерĕвĕ. Çын пирвайхи виçене организма илмешкĕн хирĕçлесен вăл наркотикпа вараланмасть те. Енчен те çын «кăсăклăха» пула çак сиенлĕ яплана пĕчĕк виçепе те пулин ăша илчĕ тĕк - унсăр тăрайми пулать. Наркоманипе чирленĕ çыннăн ĕмĕрĕ кĕске те асаплă.
- Эпĕ ăнланнă тăрăх, наркомансем ытти чир- чĕрпе те «туслă» пулма пултараççĕ, пурнăç сукмакĕ кĕскелесси унран та килет пуль?
- Çапла. Наркотикпа иртĕхекен çумне ВИЧ- инфекци, гепатит «çулăхаççĕ».
- Сăмах май, Николай Иванович, наркомансене ытти çынсенчен мĕнле майпа уйăрса илме пулать?
- Наркомани сĕрĕмĕпе минренĕ çынсене çак паллăсем палăртаççĕ:
ача е çамрăк час-часах килтен тухса кайни (ун сăлтавне ыйтсан вĕсем хирĕçме-тавлашма пăхаççĕ);
улталани (çиеле тухма тăрăшни пĕр евĕрлĕ, ăнланмалла мар);
«вăрттăн» смс-çыру тата телефон шăнкăравĕ, хальччен пулман туссем;
ачана (çамрăка) çемье членĕсем, унти лару-тăру интереслентерме пăрахни;
ача (çамрăк) сăлтавсăр вĕчĕрхенни-тарăхни, кăшкăрни, ун кăмăлĕ час-час улшăнни;
вăл хăй кăмăлланă ĕçпе кăсăкланма пăрахни (кĕнеке вуламанни, кино курманни т.ыт.те), уроксене хатĕрленменни;
ыйхă режимĕ пăсăлни (е кунĕ-кунĕпе çывăрни, е çĕрле çывăрманни);
кил-çуртра япаласем çухалма пуçлани;
ача (çамрăк) урамран ỹсĕр çын пек - тайкаланса, тĕлсĕр пăхакан куçпа кĕни, хăвăртрах хăй пỹлĕмĕнче çухални.
- Çемçе кăмăллисем, хỹтлĕхсĕррисем, уйрăмах çул çитмен ачасем наркотиклă япаласенчен пăрăнаймаççĕ теме пулать пуль...
Çапла. Студентсем хушшинче нумаййăн тĕл пулаççĕ халь наркомани тыткăнне лекнисем. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса тухнă ял ачисем хулари пурнăç ытамĕнче ирĕклĕхе туйса хăй тĕллĕнлĕхе ыткăнаççĕ, çавна май çамрăксен тĕрлĕ ушкăнне лекеççĕ, сиенлĕ йăласемпе çывăхланаççĕ. Кальян, туртмалли сиенлĕ хутăш, наркотик... ăс-тăнпа психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитейменскерсене тĕрĕс çултан пăрать. Юлашкинчен вĕсем наркомани «чурисем» пулса тăраççĕ (унтан каялла çул çук!), преступлени çулĕ çине те тăраççĕ.
- Ун пек инкекрен сыхланасси чи малтан çемьерен килет ĕнтĕ...
- Паллах, çемьерен килет. Ашшĕ-амăшĕнчен, пĕр тăванĕсенчен, ытти çывăх çыннисенчен юратупа тимлĕх илсе ỹсеймен ача-пăча «ăшша» айккинче шырани «лайăх» юлташсемпе «ырă» ĕçсем патне çитерет. Наркоманирен преступлени патне пĕр утăм çеç.
- Ашшĕ-амăшне Эсир, нарколог, мĕн сĕнесшĕн.
- Шăпах çак ыйтăва кĕтнĕччĕ эпĕ Сиртен, Зинаида Ивановна... Ашшĕ-амăшĕн чи малтан хăйсен ачи-пăчишĕн çутă тĕслĕх пулмалла. Ачасене уççăн, пĕр-пĕринчен пытармасăр калаçма хăнăхтарни - ырă йăла. Ывăл-хĕрĕн кашни утăмне пĕлсе-тĕрĕслесе тăмалла. Май пур таран вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшмалла: уроксене пĕрле хатĕрленмелле, кил хушшинче ушкăнпа ĕçлемелле, уçăлма е кинона, музее çемьепе кайма тăрăшмалла.
- Çитĕннисем сывă пурнăç йĕркине пăхăнни кирлех ĕнтĕ...
- Тĕрĕс сăмах. Аслисем спортпа туслă пулни те çитĕнекен ăрăва лайăх витĕм кỹрет. Вĕсем хыççăн кĕçĕннисем спортпа çывăхланаççĕ.
- Спорт тенĕрен, халь сывлăха çирĕплетмелли майсем çителĕклех...
- Кашни ялтах - спортплощадка, стадион, район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ пур. Çỹреме çеç ан ỹркен. Пушă вăхăтра Культура керменĕсенчи кружоксенче ăсталăха аталантарма шеп. Çак условисенче çитĕнекен шăпăрланăн кирлĕ-кирлĕ мар шухăшпа пуçа тултарма вăхăт та çук.
Çỹлерех каланине аслă ăрăвăн шута илмеллех. Ача шăпи - ашшĕ-амăшĕнчен килнине манмалла мар.
- Тавтапуç Сире, Николай Петрович, çак калаçушăн. Хаçат вулаканĕсем - яшши те, асли те - наркомани сывлăх, пурнăç тăшманĕ пулнине асра тытасса чунтан шанас килет. Пирĕн калаçуран картмалли те вĕсемшĕн пуррине чĕрепе туятăп.