Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Театра - "Пушкин карттипе"

Театра - "Пушкин карттипе"

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Ухсай Яккăвĕн трагедийĕ тăрăх лартнă "Шуйттан чури" спектакльпе çĕнĕ сезона уçнă. Театрта уйрăмах çамрăксем йышлă пулнă. Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра "Пушкин картти" программа старт илчĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çỹреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ. "Пушкин картти" _ çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14-22 çулсенчи граждансене параççĕ. Шăпах çамрăксенчен чылайăшĕ çак карттăпа усă курса билетсем туяннă.



18 октября 2021
10:37
Поделиться