Шăнкăр-шăнкăр çăл куç, кăмăла эс шав уç...
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Шыв... Мĕн пур чĕрĕ чуншăн сывлăш пек кирлĕскер, темле пурлăхран та хаклăскер, çутă тĕнчене тытса тăраканскер... Пĕр кун, çук, пĕр сехет çеç тăрар унсăр - пурнăç пĕтнĕ пекех. Ни ăш хыпнине ирттерме, ни апат пĕçерме, ни çăвăнма-тасалма, ни выльăх-чĕрлĕхе, пахча çимĕçе шăварма... Ахальтен мар, ял çыннишĕн пусă-çăл куç пĕрремĕш вырăнта.
Кăçал çу типĕ килнĕ май шыв илмелли вырăнсем ăшăхланчĕç, типрĕç. Ялсем йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕç. Пусăсене тасатма, тарăнлатма пикенчĕç çынсем. Темиçе ялта хальхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен шыв башнисем лартрĕç.
Çак кунсенче акă Кивĕ Чукалти Комсомол урамĕнчи çăл куç тасалса тирпейленчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ - Татьяна Чамеева) пуçарнипе-йĕркеленипе кивчукалсем пĕр çын пек кар! тăрса урамăн айлăмне пухăнчĕç. Çăл куçăн шывне моторпа çăттарса илчĕç, юшкăнне тасатса кăларчĕç. Çурхи таса мар шыв юхса кĕресрен çăл куç тавра тăм купаларĕç.
«Шыв куçне уçакана - сăвап», - тенĕ ĕлĕкрен. Кивĕ Чукал хастарĕсен пархатарлă ĕçĕ ялшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.