Ольга Убасева: «Ачасене чăваш тĕррин асамлăхне туйма вĕрентесчĕ»
Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче - Республикăмăр кунĕнче - «Тĕрĕллĕ Чăваш ен» проект старт илнĕ. Йĕрке тăрăх, ал ĕç ăстисен пĕрлехи вăйпа Чăваш Республикин карттине тĕрлемелле пулнă. Чăваш тĕррин музейĕ кашни районах (вĕсен территорийĕн формине кура) каснă пир татăкĕ валеçсе панă. Республикăмăр маçтăрĕсем харпăр хăйсен районĕн уйрăмлăхне пир çинче сăнланă.
Пирĕн район карттине Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн сăрă ăсталăхĕн (ИЗО) преподавателĕ Ольга Убасева тĕрленĕ.
Ольга студент çулĕсенче тултарса (гладью), хĕреслĕ канвапа тĕрлеме юратнă. Чăваш тĕррине тĕрлес ăсталăхпа 2020-2021 çулсенче Культура институчĕн (ЧГИКИ) мастер-класĕнче паллашнă. Унта пĕрремĕш хут чăваш эрешне тĕрленĕ, каярах вĕтĕ шăрçасенчен (бисер) 44 сантиметрлă масмак – хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатĕрне - çыхнă.
- Август варринче мана Шăмăршă районĕн карттине тĕрлеме ыйтрĕç. Ĕçе уйăх хушшинче туса çитермеллеччĕ. Паллах, хирĕçлеме пултараймарăм. Çав хушăра питĕ пăлхантăм та: тăван тăрăхшăн тумалли ĕç - сумлă та, яваплă та!
Малтанах несĕлĕмĕрсен çĕвĕ-эрешĕн паллисене вуншар видеоочеркпа хаçат-журнал статйисем урлă ăша хыврăм, аннемĕн арчинчи ал шăлли, саппун, вырăн таврашĕн т.ыт.те эрешĕсене тишкертĕм. Тĕрĕ эскизне турăм, - каласа парать О.Убасева.
Ольга Васильевна чăвашсен пуян çĕвви-эрешĕн паллисем çинчен сехечĕпе калаçма хатĕр. Сăмахран, пирĕн, анатри чăвашсен, ỹкерчĕкĕсем пысăк. Убасевăн тĕрри çинчи чи пысăк эреш - пурнăç йывăççи, ăрусен çыхăнăвне палăртать. Ун аялти тураттисем - несĕлсене, вăтаммисем - пире, çỹлтисем ачамăрсене евĕрлеççĕ. Йывăç тăрринчи 3 хĕвел тĕнче тытăмне ăнлантараççĕ. Тỹпе - виçкĕтеслĕхри тỹрĕ йĕр, çĕр - горизонталь йĕрĕсемлĕ виç кĕтеслĕх (сăрт-ту), шыв - кукăр-макăр йĕр, тăваткĕтеслĕх - 4 кĕтеслĕ çĕр лаптăкĕ, хĕвел - район çыннисен туслăхĕпе килĕшĕвĕ, авăнчăк - авалхин астăвăмĕпе малашлăх ĕмĕчĕ, авăнчăклă ромб - халăхсен юлташлăхĕпе танлăхĕ, нумай йĕрлĕ виçкĕтеслĕхсем - çỹлелле ăнтăлни, ăнланулăх, çывăх çынсене юратни тата тимлĕх уйăрни, хире-хирĕç пăхса ларакан вĕçен кайăксем - çынсен ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕ... Акă мĕне пĕлтереççĕ уйрăм паллăсем.
Тĕс тĕрĕ ăсталăхĕнче тĕп вырăнта. Шурă, тĕслĕхрен, - тасалăхпа сывлăха, хĕрлĕ - вута, телее, уявлăха, сарă - хĕвелпе савăнăçа, симĕс пурнăçпа ĕрчевлĕхе палăртаççĕ.
- «Тĕрĕллĕ Чăваш ен» акцие хутшăнни мана асанне-кукамайăн авалхи çыруллă тĕррисем çинчен нумай пĕлме пулăшрĕ. Педагогикăра та ачасене чăваш тĕрриллĕ тутăрсем тĕрлеме вĕрентни кирлĕ пулăм тесе шутлатăп. Ал ĕç ăсталăхĕпе пухăннă пĕлĕвĕме, пултарулăха искусство шкулне çỹрекенсемшĕн шеллемĕп. Аслă ăрусен ламран лама куçакан таланчĕ манăн вĕренекенĕмсемшĕн те парне вырăнне пултăр. Ĕçтешĕмсемпе ертỹçĕ - искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова мана ăнланни, вăхăтра пулăшни, хавхалантарни çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç мелĕсене алла илме хистет, - пĕлтерет проект ĕçне хутшăннă ăста.
Республикăри районсен карттисене «Паха тĕрĕ» художество промыслисен фабрики пĕрлештерĕ. Хатĕр карттăпа республика çыннисем ноябрĕн 26-мĕшĕнчен - Чăваш тĕрри кунĕнчен - пуçласа паллашĕç. Паллах, Ольга Убасевăн ăсталăхĕпе пĕтĕм Шăмăршă мăнаçланĕ...