Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăратаймĕç сивĕсем

Хăратаймĕç сивĕсем

РАЙОНТА нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăм ăшăтасси çине куçарас ĕçсем вĕçленнĕ. Октябрь уйăхĕнче Шăмăршăри Юбилей урамĕнчи виçĕ çурт валли ăшă парас тата ятарлă (блочно-модульная) котельнăй вырнаçтарас ĕçсене туса пĕтернĕ. 42 хваттере уйрăм ăшăтма пуçланă.
Справка
Юлашки тăватă çулта районти 15 çурта, 160 хваттере уйрăм ăшăтса тăраççĕ, çакă Шăмăршă ялĕнчи граждансемшĕн - пысăк çăмăллăх. Çĕнĕлле хурансем (котелсем) вырнаçтарни ăшă паракан системăна чылай çухатусенчен хăтăлма тата пурăнакансен ăшăшăн тỹлемелли тăкакĕсене самаях чакарма пулăшать.



18 октября 2021
10:30
Поделиться