Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Эп - чăваш пулса çуралнă, чăвашах пуласчĕ ман...»

«Эп - чăваш пулса çуралнă, чăвашах пуласчĕ ман...»

Паян Раççейре Халăх çыравĕ пуçланчĕ. Пĕр уйăха тăсăлакан çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç çĕршывăмăрта пурăнакансен нумай ыйтăвне татса парĕ, малашлăхри çул-йĕре палăртĕ.

Çыравра эпир 33 ыйту çине хуравлăпăр, пĕрлехи пурнăçăн тупсăмне палăртма май туса парăпăр. 23 ыйту вара социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннă. Район çыннисене уйрăмах хăш чĕлхе тăван иккенне палăртнă чух тимлĕрех те яваплăрах пулма чĕнсе каласшăн. Ĕмĕрсем хушши упранса-аталанса пыракан мăн асаттемĕрсен янравлă та пуян чĕлхин тата чăваш халăхĕн малашнехи шăпи мĕнлерех пуласси эпир мĕнле хурав панинчен килет.

«Чĕлхе хăйне пултарнă халăхпа çеç вилет, çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех», - тенĕ чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев. Çак сăмахăн чăнлăхĕ куç умĕнче. Хăйсенче чăваш юнĕ çỹресен те, паянхи «цивилизаци» çыннисем тăван чĕлхене пăрахăçласа «вырăсланаççĕ». Чĕлхемĕре хамăрах пĕтерсе тăван халăхăмăртан уйрăлнине пĕлтермест-и-ха ку?! 2010 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕнче чăвашсем шучĕпе (14000000 çын) пиллĕкмĕш вырăнта шутланаççĕ. Вĕсенчен 814 пин çын - Чăваш Республикинче, ыттисем ун тулашĕнче пурăнаççĕ. 2002 çулхи Çырав кăтартăвĕнчен 14 процент сахалрах ку. Кашни харпăр хăй нацине тĕрĕс палăртнă пулсан халăхăмăрăн хисепĕ те пĕчĕк курăнмĕччĕ, чĕлхемĕр «вилĕ» чĕлхесен шутне те «ăнтăлмĕччĕ».

Тĕрлĕ сферăра аслă вырăс чĕлхипе тан усă курмалли патшалăх чĕлхи - тăван чăваш чĕлхи - килес ăрусемшĕн упрантăр тесен пирĕн хамăр чăваш пулнине кăтартма намăсланмалла мар.

Пĕр тĕслĕх аса килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче хальхи Самара облаçĕнче пурăнакан икĕ сыпăкри тетен хĕрĕ паспорт илмелле чухне хайхи документ çине «вырăс» тесе палăртнине сивленĕ, хăй пирки «чăваш» тесе çырма хистенĕ. Паспорт паракансем Таньăна вăл чăвашла пĕлменни çинчен аса илтернĕ. Хĕр ача вара çапла хуравланă:

- Тĕрĕс, эпĕ чăвашла калаçма пĕлместĕп, мĕншĕн тесен вырăс, тутар, казах çыннисемпе вырăс чĕлхи урлă хутшăнатăп. Манăн атте-анне вара чăвашсем-çке! Апла пулсан, эпĕ те - чăваш!

Тин кăна шкул пĕтернĕскере хистеме-хирĕçлеме пултарайман шалти ĕçсен органĕнче тăрăшакансем, малтанхи паспорта юрăхсăр тесе пăрахăçланă. Таня вара «чăваш» паллăллă документпа килне таврăннă. Аякра пурăнакан çыннăмсен хĕрĕнче пĕчĕкренпех патриотизм чĕри тапнишĕн чăннипех хĕпĕртетĕп.

Тĕнчипе паллă Андриян Николаев космонавт, Елена Николаева пек вуншар спортсмен, Геннадий Волков академик, Илпек Микулайĕ пек йышлă çыравçă тата ытти нумай-нумай паллă ентешĕмĕр калаçнă-çырнă, усă куракан чĕлхемĕрпе мăнаçланмалла пирĕн. Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ калашле, Нептун çинче те чăвашла калаçмалла. Ман шутпа, хăй чĕлхинчен йĕрĕнекен - халăхшăн сутăнчăкпа танах.

Иван Яковлев халалне асра тытса Çыравра хамăр чăваш пулнине хăюллăн палăртар!

Чăваш Наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Раççейре пурăнакан чăваш халăхне чĕнсе каланинче хамăра ЧĂВАШ тесе палăртма ыйтни те ахальтен мар.

«Чăвашлăх - пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăл куç, - тенĕ вăл. - Ăна упраса, аталантарса пырасси - пирĕн тивĕç. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!»

Çак сăмахсене ăша хывар, чăваш юнлă-чунлă тăванăмсем, хамăр Улăп йăхĕнчен пулнине Çыравра çирĕплетер. Килес ăрусен пирĕншĕн пит хĕретмелле ан пултăрччĕ...



18 октября 2021
15:47
Поделиться