Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уртаракан чир пурнăçшăн хăрушă

Уртаракан чир пурнăçшăн хăрушă

Чăваш Республикинче уртаракан чир саракан чĕр чун - тилĕ. Вăл хăй чирленĕ хыççăн çурисене те инфекци ертет. Чирлĕскерĕн хăрав туйăмĕ çук, çавăнпа вăл ялсенче ирĕклĕ çỹрет, йытă-кушак тата килти выльăх-чĕрлĕх çине тапăнать. Çапла майпа чĕр чунсемпе выльăх-чĕрлĕх хушшинче ерекен чир сарăлать.

Уртаракан чир вирусĕ пуç тата çурăм шăмми миминче, нерв тымарĕсенче тата сĕлекере «пурăнать», чирлĕ чĕр чун çыртнă-чĕрнĕ е çуланă чух çынна лекет.

Ерекен чир çăл куçĕ - тилĕ. Килти выльăхран уйрăмах йытăпа кушак йывăр чирленине палăртмалла. Чир ертеслĕх 10 кун хушшинче пулса иртет. Çавăнпа та çыртса илнĕ чĕр чуна тимлĕхре тытмалла.

Чирлесе ỹкнĕ чĕр чун хăрать, канăçсăрланать: ытти чĕр чун тата çын çине тапăнать, стена çине сикет, çиме юрăхсăр япалана чăмлать.

Çакăн хыççăн 2-3 кунран ăна шалкăм çапать. Малтан - янахăн аялти шăмми, чĕлхи, пырĕ (сĕлеки юхнинчен паллă), 4-5 кун тĕлне хыçалти ури, пырши, шăк хăмпи ĕçлеме пăрахать. 6-8 кунхине чĕр чун вилет. Хăш-пĕр чухне чир «лăпкă» иртет, - тỹрех сĕлеке юхма пуçлать тата органсен функцийĕ пĕтет.

Чир аталаннă вăхăт (инкубаци тапхăрĕ) çыннăн темиçе кунран пуçласа çулталăкчен тăсăлма пултарать. Ăна нерв тымарĕсем, пуç, каснă-чĕрнĕ сурансем ыратнинчен, ыйхă вĕçнинчен, апат анманнинчен, кăмăл пăтраннинчен, хăсăк килнинчен пĕлме пулать.

Пĕр-икĕ кунтан чир çĕнĕрен вăй илет. Канăçсăрлăх, хăрав, аташни, шăнăр туртни палăрать. Шыв ĕçес килет, анчах мускулатура япăх ĕçленипе çăтма кансĕр. Ун хыççăн ỹт температури хăвăрт ỹсет. Шалкăм çапать. Çичĕ кун хушши чирлесе тăнă хыççăн çын вилет.

Енчен те çынра чĕр чунран ертнĕ уртаракан чир паллисем палăрсан сурансене тасатнăсĕрнĕ хыççăн пĕр тăхтамасăр çывăхри травматологи пунктне каймалла. Унта асăннă чире хирĕç мĕнле вакцинăпа е иммуноглобулинпа усă курмаллине палăртаççĕ.



11 октября 2021
10:13
Поделиться