Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пулас салтаксем - тимлĕхре

Пулас салтаксем - тимлĕхре

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов ертсе пыракан кĕрхи призывăн пĕрремĕш комиссийĕ Шăмăршă районĕн тĕп больницинче призывниксемпе хушма тĕпчев ирттернĕ. Комисси ĕçне сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ ĕçченĕсем те хутшăннă.

Çар комиссариачĕн хушма тĕпчевĕ - чирсене вăхăтра тупса палăртмалли медицина тĕпчевĕсен комплексĕ. Çара каякан çамрăксен сывлăхĕ хавшакрах пулсан, çак тĕпчев витĕр кăлараççĕ.

Хушма тĕпчев ирттермелли направление илес тесен, çар комиссариачĕн тухтăрĕсене хăвăн чирỹ çинчен пĕлтермелле. Чир ремисси тапхăрĕнче е ăна асăрхама май çук пулсан, призывника диагноз çинчен çырса пĕлтернĕ медицина докуменчĕсем кирлĕ пулаççех.

Пур медицина процедури витĕр те пулас салтаксем тỹлевсĕр тухнă.



11 октября 2021
10:17
Поделиться