Ковид парăнмасть...
Районта, çĕршыври пекех, коронавируспа çыхăннă лару-тăру çивĕчленсех пырать. Чирлекенсен йышĕ чакмасть, ỹснĕçем ỹсет.
Сентябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта çеç районĕпе 35 (!) çын ковид серепине лекнĕ. Ялсем тăрăх уйрăм палăртас пулсан, çакăн чухлĕ çын чирленĕ: Шăмăршă - 20, Палтиел - 5, Çĕнĕ Шăмăршă - 3, Энтĕрьел - 2, Асанкасси - 2, Карапай Шăмăршă - 1, Виçпỹрт Шăмăршă - 1, Кивĕ Чукал - 1. Ку кĕске тапхăрта вилнисем пулман.
Район çыннисене эпир, медицинăра тăрăшакансем, тархасласа-хистесех хăрушă чиртен çине тăрсах упранма ыйтатпăр. Обществăлла вырăнсенче сыхлăх мерисем çинчен манмалла маррине тепĕр хут аса илтеретпĕр, май пур таран çынсемпе сахалтарах хутшăнма сĕнетпĕр. Енчен те хăвăра япăх туйма пуçласан пĕр тăхтамасăр медицина ĕçченĕсемпе çыхăнăр. Сывлăха упрас тесен хамăрăн та асăрхануллă, яваплă пулмалла.
Н.Ильина,
Шăмăршă район больницин тĕп врачĕн çумĕ.