Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи аслă çын - 100 çулта

Чи аслă çын - 100 çулта

Районти чи ватă çын - Шăмăршăра пурăнакан Анна Павловна Петрова. Вăл 2021 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче - Аслă ăру çыннисене чысламалли кун - 100 (!)çул тултарчĕ.

...Йывăр та пархатарлă кун-çул пурăнса ирттернĕ Анна Павловна. Пуянкассинче çуралнăскер, ачаран колхозра ĕçленĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче фронт валли тыр-пул ỹстернĕ, Сăрпа Хусан хутлăхĕн хỹтĕлев чиккине тума хутшăннă. Çавăн пекех, Свердловск хулинче поездсем çине çĕр кăмрăкĕ тиенĕ. Комире вăрман каснă. Ял хуçалăхĕнче тар тăкса ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

Халĕ «вăрçă ачи» район центрĕнче хĕрĕ патĕнче пурăнать, хăйне лайăх туять. Çĕр çулхи пенсионерка куçлăхсăрах хаçат-журнал, уйрăмах тĕн кĕнекисене юратса, сасăпах вулать. Çĕршыври, районти пур хыпара та пĕлсе тăрать, вĕсене сỹтсе явать. Çамрăклăхра асра юлнă халăх юррисене - балладăсене, вăйă-хăна юрри- сене - шăрантарма ăста. Çивĕч ăс-хакăлĕ хуçин вăй-хăвачĕ пуррине, кăмăл çĕкленỹлĕхне çирĕплетет.

Анна Павловнăна сумлă юбилейпе саламлама тус-тăванĕ, паллакансем нумаййăн пухăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, районти пенси фончĕн клиент службин (уйрăмĕн) ертỹçи Дмитрий Федоськин, район администрацийĕн халăхăн социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н.Федорова, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Удин ĕçпе тыл ветеранне хĕрỹллĕн саламларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç. Чи пĕлтерĕшли Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин юбиляра янă Тав çырăвĕ пулчĕ, ăна Владимир Денисов вуласа пани яланлăхах асра юлĕ. Çырура Анна Петровăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк тỹпе хывнине, Çĕршывăмăршăн вăл пысăк мăнаçлăх пулнине палăртнă. Паллă пулăма нумайлăха асра хăварма Чăваш патша- лăх телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсем - ятарлă кăларăм, республикăра тухса тăракан «Хресчен сасси» хаçат журналисчĕсем статья хатĕрлерĕç.

Эпир те район çыннисен ятĕнчен Анна Павловнăна 100 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр тата нумай çул пурăнма хурçă пек çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, тулли телей сунатпăр.

З.Свеклова.

СПРАВКА

Районĕпе 90-99 çулсенчи 61 ватă шутланать. Арçынсенчен чи ватти - Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Иванович Гармонщиков, вăл кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче 97 тултарчĕ.



11 октября 2021
10:22
Поделиться