Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Анна Любимова: "Çут тĕнче илемне кашниех курайтăр..."

Анна Любимова: "Çут тĕнче илемне кашниех курайтăр..."

"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Справка

Анна Алексеевна Любимова 1960 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Ялти 8 çул вĕренмелли тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулсенче, Шупашкарти медицина училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕреннĕ.

1981-1984 çулсенче Шăмăршă район больницин лаборатори клиникинче фельдшерта ĕçленĕ. 1992 çултанпа - район больницин поликлиникин заведующийĕ, врач-окулисчĕ.

А.Любимовăн ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Президиумĕн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăл - ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, республика шайĕнчи "Медицина - мое призвание" проектăн çĕнтерỹçисенчен пĕри.

"Çыннăн чи хитре вырăнĕ - куç. Вăл сан çине пăхни - пурнăçăн чи лайăх саманчĕ", - çакна палăртать аниме - яппунсен аслă ỹсĕмри ачасемпе çитĕннисем валли хатĕр-ленĕ мультфильмĕсен ушкăнĕ.

Мĕн тунă пулăттăмăр эпир самантлăха куçсăр юлсан? Çут тĕнче илемне, çывăх çынсене, тус-юлташа, ял-йыша курмасăр мĕнле пурăнăн? Юратнă ĕçре, канура епле унсăрăн? Кĕскен каласан, куç курманни - тĕнче пĕтнипе танах...

Куç çивĕчлĕхĕ чаксан тухтăр патне васкатпăр (васкатпăрах-ши?), хамăр çак органа упрама пĕлменшĕн ỹкĕнетпĕр. Мĕнлерех упрамалла-ха курав органне, ку енĕпе районта лару-тăру еплерех? Çак ыйтусем çине Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Шăмăршă район больници" бюджет учрежденийĕн врач-окулистне А.А.Любимовăна хуравлама ыйтрăмăр.

- Анна Алексеевна, ырă кун пултăр.

- Ырă кун пултăр Сире те.

- Калăр-ха, Сирĕн кабинета ытларах хăш ỹсĕмри çынсем çỹреççĕ?

- Тĕрĕссипе, пурте çỹреççĕ. Ытларах - ачасемпе ваттисем. Ачасем халĕ компьютерпа, планшетпа лараççĕ. Вĕсем шăпах куç вăйне туртса илеççĕ, кураслăха начар витĕм кỹреççĕ. Аслă ăру çыннисен ỹсĕмне кура куç çивĕчлĕхĕ чакать. Эрех-сăрапа туслисем те çак шутрах. Алкоголь куç нервисене пĕтернине палăртмалла.

- Мĕнле чир-чĕр аптратать пациентсене?

- Хальхи вăхăтра глаукома, катаракта, куç тĕпĕнчи çутта туйăмлă клеткăсен (сетчатка) макулярлă дегенерацийĕ анлă сарăлнă.

- Хăвăр патăра килекенсене мĕнле пулăшу паратăр?

- Паллах, чи малтан пациентсене тĕплĕн тĕрĕслетĕп, куç мĕнле шайра курнине палăртатăп. Тĕрĕслев хыççăнхи кăтартусене Шупашкара ярса паратăп. Унтан камăн, хăçан операцие каймалли паллă пулать. Операцие каякансемпе консультаци ирттеретĕп. Куçлăх илмешкĕн рецепт çырса парасси те - ман тивĕçĕм.

- Операци тенĕрен, нумаййăн-и ăна тутаракансем?

- Нумаййăн. Уйăхра вăтамран 10 çын та ун витĕр тухать. Палăртмалла, операци кураслăха тавăрать. Чи кирли - ун хыççăн упранма пĕлесси.

- Эп ăнланнă тăрăх, Эсир, Анна Алексеевна, Хăвăр та сиплев курсĕсем ирттеретĕр...

- Паллах, ирттеретпĕр. Пирĕн Сиплев сыхлавĕн пỹлĕмĕ ĕçлет. Унта пациентсене çĕнĕ йышши аппаратсемпе ятарлă сиплев витĕр кăларатпăр. Усси пысăк.

- Анна Алексеевна, Эсир район çыннисемшĕн вышкайсăр пысăк ĕç тăватăр. Пурин ятĕнчен те - тайма пуç! Мĕн сĕнесшĕн-ха Эсир пире?

- Вуланă-çырнă, телевизор курнă тата компьютерпа ĕçленĕ чух çутăпа, канупа пĕлсе усă курмалла. Сывă пурнăç йĕркине, гигиенăна пăхăнмалла. Витаминлă апат-çимĕç (улма-çырла, пахча çимĕç, уйрăмах хĕрлĕ тĕслисем, ваттисемшĕн - симĕссисем) сĕтел çинче пулмалла. Окулист патне вăхăтра пымалла.

- Пысăк тав Сире. Ĕçре ăнăçу сунатăп. Сĕнĕвĕрсене кашниех шута илессе шанатăп.



27 сентября 2021
09:50
Поделиться