Çĕнĕ ФАПсем уçăлĕç
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнче те фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси анлă сарăлчĕ.
Фельдшерпа акушер пункчĕсен тĕп тĕллевĕ çакăнта: аптраса ỹкнĕ çынсене пирвайхи пулăшу парасси; пациентсене сиплесси; учетри çынсене, вăрçă инваличĕсене, ял хуçалăх ĕçченĕсене, сиенлĕ çĕрте ĕçлекенсене профилактикăпа диспансер тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци, флюорографи витĕр кăларасси; çире пур тата ача кĕтекен хĕрарăмсен сывлăхне тимлĕхре тытасси; ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлесси; 1 çул çитмен ачасене сăнаса тăрасси, çавна май пĕчĕк ачасен вилеслĕхне чакарасси; çулталăкченхи йывăр чирлĕ пепкесене тĕрĕслесси; рахит, анеми чирĕсенчен профилактика тăвасси; районти тĕп больницăн тухтăрĕсем ертсе пынипе эпидемисене хирĕç санитарипе гигиена мероприятийĕсем туса ирттересси, çавна май инфекци, паразит, професси чир-чĕрĕпе чирлессинчен, производствăра е килте аманса сусăрланассинчен сиресси.
_ ФАПа тунă чух сусăрсем, сывлăх тĕлĕшĕнчен айванрах çынсем валли ятарлă пандус вырнаçтарни кирек кама та кунта чăрмавсăр килсе çỹреме май парать", _ ăнлантарать район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова.
АКĂ Кивĕ Чукал ялĕнче модульлĕ ФАП тăвас ĕç хĕрỹ тапхăрта. Ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Шăмăршă район больници" бюджет учрежденийĕн администрацийĕн комиссийĕ тимлĕхре тытать.
Хальлĕхе пулас сиплев çурчĕн кăшкарĕ, тулти электричество сечĕ хатĕр. Канализаци тунă. Шыв пăрăхĕсене вырнаçтарнă. Çут çанталăк газне кĕртмешкĕн мĕн кирлине хатĕрленĕ. Çак тапхăрта якату-илемлетỹ ĕçĕсем пыраççĕ.
Объект хакĕ _ 4510000 тенкĕ. Кивĕ Чукалти ФАП хăйĕнчен 7 çухрăм таран вырнаçнă ялсене пулăшу парĕ. Çак ял, Шамкай, Çĕнĕ Чукал çыннисем кунта пирвайхи пулăшăва илме тата тĕрлĕ процедура витĕр тухма пултарĕç. Ĕç-пуçа Евгения Викторовна Албутова заведующи йĕркелесе тăрĕ.
"СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Пуянкасси ялĕнче çĕнĕ объекта _ фельдшерпа акушер пунктне _ тăвас ĕç вĕçленсе пырать.
ФАП строительствине Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Шăмăршă район больници" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Ирина Смирнова сăнаса-тĕрĕслесех тăчĕç. Вăл _ типлă проект йĕркипе кĕске вăхăтра туса лартнă пĕр хутлă çурт. Объект пациентсемпе медицина ĕçченĕсен ыйтăвĕсене тулли тивĕçтерме пултарĕ. Ăна çĕклеме 4533000 тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланнă.
Паянхи куна кунта шыв кĕртнĕ. Халĕ тирпей-хăтлав ĕçĕсем пыраççĕ.
Çĕнĕ медицина учрежденийĕн çуртне октябрь уйăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă. Вăл Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсен 500 çыннине йышăнма пуçлĕ.