Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăтлăх _ ял-йыш савăнмалăх

Хăтлăх _ ял-йыш савăнмалăх

"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пуçарулăх программипе килĕшỹллĕн Анат Чаткас ял тăрăхĕнче "Хỹме юсасси" проект пурнăçланчĕ.

"НАНО-СИСТЕМА" тулли мар яваплă общество Анат Чаткасри тĕп шкул территорине кĕмелли ик енне уçăлакан хапха, калитке ăсталанă. Тимĕр хапхана ылтăн тĕслĕ чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Ăна уçса кĕрсен икĕ енĕпе те симĕсрех кăвак тĕслĕ штакетник хỹме куçа курăнать. Ун пĕтĕмĕшле тăршшĕ _ 378 метр. Ку капăр хỹмене шкул çурчĕ патне илсе çитерекен тротуар икĕ енĕпе тытнă.

Асăннă объекта тума 439 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Çав шута Чăваш Республикин бюджетĕнчи субсидирен _ 351,2 пин, Анат Чаткас ял тăрăхĕн бюджетĕнчен _ 43, 8 пин, граждансем пухнă 43,9 пин тенкĕ кĕрет.

Ял çыннисене шкул таврашĕ илемлĕхпе те хăтлăх тĕлĕшĕнчен улшăнни чунтан савăнтарать. Уйрăмах куншăн вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, учительсем тата ертỹçĕсем хĕпĕртеççĕ.

Анат Чаткасри Çамрăксен урамĕнче пурăнакансемшĕн те чăн-чăн уяв çитрĕ. Кунта халь _ çĕнĕ çул. Çак кунсенче урампа тăсăлакан 955 метр тăршшĕ çул палăрмаллах улшăнчĕ. Ăна малтан хăйăр сарса тикĕсленĕ. Унтан вак чулпа хытарнă. А.Егоров подрядчик бригади хăй çине яваплăх илсе çак ĕçе 1847208,80 тенкĕлĕх тунă.

Çуран çỹрекеншĕн те, транспортшăн та урăх чăрмав пулмĕ. Текех кунта шыв-шурпа пылчăк тата ашăм юр-кĕрт вăхăтĕнче тарăхмĕç. Çапла, çĕнелет, "çамрăкланать" урам.

Пуçару бюджечĕпех "НАНО-СИСТЕМА" сахал яваплă общество Тури Чаткасăн масар картине туптанă тимĕртен çĕнĕрен тытнă. Тунă ĕç калăпăшĕ 259 пин тенкĕпе танлашать.

Масара çакăн пек хăтлăх кỹни _ ĕмĕрлĕх канăç тупнă çынсене хисеп туни.



25 августа 2021
08:54
Поделиться