Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уй-хирте - ĕççи шăв-шавĕ

Уй-хирте - ĕççи шăв-шавĕ

Районта вырма кунран-кун вăй илсе пырать, куллен уй-хире 19 комбайн тухать. Оперативлă кăтартусем тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене 2800 яхăн гектар (тулă _ 1860, урпа _ 940) çинче пуçтарса кĕртнĕ, тĕш тырра 6060 тонна (урпа _ 2200, тулă _ 3860) çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 20,1 центнерпа танлашать.

Çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртнипе пĕрлех районти ял хуçалăх ĕçченĕсем кĕрхисене акса хăвармашкăн çĕр хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Уй-хирте ĕççи еплерех пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Олег Алексеев тăтăшах вырăна тухса паллашаççĕ.

Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи "П.А. Майоров" хресчен (фермер) хуçалăхĕн хирĕсенче тырă пуçтаракан "Палессе" комбайн ĕçлет. Пĕрчĕллĕ культурăсене унта 260 гектар çинче çитĕнтернĕ: кĕрхи тулă _ 30 гектар, çурхи тулă _ 130 гектар, урпа 100 гектар йышăнаççĕ.

_ Хальлĕхе урпан 40 гектарне пухса тирпейлерĕмĕр, _ пĕлтерчĕ хуçалăхăн агрономĕ Николай Воробьев. _ Кăçалхи тухăç пĕлтĕрхине çитеймест. Çумăр çуманни, типĕ çанталăк тăни калчасене кирлĕ пек ỹсме май памарĕç, пучахсем те тулли пулаймарĕç. Апла пулсан та пуçа усмастпăр, вырмана çỹллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшатпăр.

"Уй-хир карапне" Александр Хрисанов çỹретет. Тĕшĕленĕ тырра Шăмăршăри склада КамАЗпа Геннадий Моисеев турттарать. Петр Севрюгин тракторист улăма пресласа рулонсем тăвать, кайран ăна турттарса мăйракаллă шултра выльăх валли управа хураççĕ.

Комбайнерсен хастарлăхне пула Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи "В.М.Алексеев" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те вырма ĕçĕ вăй илсе, сарăлса пырать. Кăçал кунти çĕр ĕçченĕсен 170 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсене вырса çапса илмелле, вăл шутран урпа _ 70 гектар, тулă _ 100 гектар. Паянхи кун урпа вырса тĕшĕлеççĕ. Хиртен аннă тыр-пула çи- йĕнчех алласа тасатаççĕ, сортлаççĕ. "В.М. Алексеев" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче "Дон-1500Б" комбайн тырă вырать. Руль умĕнче _ Владимир Алексеев _ хуçалăх ертỹçи, унăн пулăшуçи Владислав Алексеев. Тырă турттараканĕсем _ Михаилпа Андрей Алексеевсем. Пĕр сăмахпа каласан, пур ĕçе те Алексеевсен туслă çемйи пĕрле тăвать, кар тăрса ĕçлет.

_ Эпир хамăр çемьепе уй-хир ĕçĕсене туса пыратпăр, çуркуннерен тытăнса мĕн кĕркуннеччен хирте тăрăшатпăр, тар тăкатпăр, _ каласа пачĕ Владимир Алексеев фермер. _ Пĕр-пĕрне пулăшасси _ пирĕн тĕп тĕллев. Килĕштерсе ĕçленĕрен ĕç те ăнăçать, çитĕнỹ те килет. Акă кăçалхи вырмана та хамăр вăйпах пуçăнтăмăр. Эпĕ, атте, тетепе унăн Владислав ывăлĕ хирте ĕçлетпĕр, ыттисем çĕнĕ тырра сортласа тасатаççĕ. Аслисемпе пĕрле аппан аслă класра вĕренекен ывăлĕ те _ Андрей Иванов _ тăрăшать, вĕсене ĕлкĕрсе пырать.

Васан ял тăрăхĕнчи "И.Н.Быков" хресчен (фермер) хуçалăхăн тыр-пул пуссинче куç виçейми хир анлăшĕпе "Дон-1500" комбайнсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Штурвалсене Владимир Ивановпа Ирфан Усьманов тытса пыраççĕ. Механизаторсем пуян опытлă, техникăна тикĕс ĕçлеттереççĕ. Тыр-пул пухса кĕртекенсем уяр кунăн кашни саманчĕпе усă кураççĕ. Çĕнĕ тырра йĕтем çине МТЗ тракторсемпе Сергей Ельцовпа Сергей Русский турттараççĕ.

ХФХ ертỹçипе Игорь Быковпа унăн пулăшуçи Юрий Старшов вырма мĕнле пынине тата хуçалăхра пулса пыракан ытти ĕçсене сăнасах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра кашни минут хаклă, тыр-пула пухса кĕртмелле, фермăсене те хĕле хатĕрлемелле тата ытти те _ пур ыйтăва та татса памалла. Ĕççи пирки сăмах хускатнă май Юрий Артемьевич кĕскен çапла пĕлтерчĕ: _ Кăçал хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 1200 ытла гектар лаптăкран пухса кĕртмелле, вăл шутра 200 гектар _ кĕрхи, 1000 ытла гектар çурхи культурăсем (урпа, тулă, сĕлĕ) йышăнаççĕ. Комбайнсем каçалăк хыççăн каçалăк вĕçлеççĕ, тыр-пула вырса илеççĕ. Тухăç пысăках мар темелле. Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать.

Ỹсĕм çăлкуçĕ - çуркунне лайăх та тĕплĕ ĕçленинче. Районта акана агротехника ыйтнă пек, вăхăтра та пахалăхлă тунă. Механизаторсемпе специалистсем маттур ĕçленĕ. Çавăнпа тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ те. Уйрăмах çурхи культурăсен пусси савăнтарать. Çапах та хальлĕхе кăтартусем мĕнлерех пулассине çи- рĕплетме иртерех-ха.

"Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", - теççĕ. Ĕç пĕтĕмлетĕвне вырма вĕçленсен тăвăпăр. Хуçалăхсем йывăрлăхра пĕрне-пĕри пулăшсан, çĕр ĕçченне хавхалантарса пырсан, тар юхтарса ĕçлени сая каймĕ. Çапла ĕçлесен яланах ỹсĕм пулатех.



02 августа 2021
16:16
Поделиться