Савăк иртрĕ урам уявĕ
Илемлĕ вырăнта вырнаçнă Кахăрлă Шăхаль ялĕ. Ял çумĕпе Хырла шывĕ юхса выртать, йĕри-тавра улăх-çаран...
Шăпах кăçал ял пуçланса кайнăранпа 360 çул çитрĕ. Çак вăхăт хушшинче ял сăн-сăпачĕ те улшăнса çĕнелнĕ, кунтан вун-вун паллă çын тухнă, хăйсен ырă ĕçĕпе палăрнă.
Питрав кунĕнче Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакансем пĕрле пухăнса эпидимиологи хушăвĕсемпе нормисене пăхăнса пысăках мар уяв ирттерчĕç. Кунта ватăсем те, çамрăксем те, ачасем те пухăнчĕç. Уява уçаканĕ, программине ертсе пыраканĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Людмила Юманова пулчĕ.
Пĕлтĕр Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа Кахăрлă Шăхаль ялне уйăрса панă 100 пин тенкĕ укçапа ача-пăча площадки вырнаçтарчĕç. Ăна вара савăнăçлă лару-тăрура уçманччĕ, çакна халĕ турĕç. Ачасем валли вылямалли-канмалли вырăн туса панăшăн ял халăхĕ чун-чĕререн хĕпĕртенине палăртрĕ, Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, район администрацийĕн тата Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене Владимир Денисовпа Сергей Кузнецова тав турĕ.
Пухăннисене ял историйĕпе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова паллаштарчĕ. Вăл ял историйĕн кашни тапхăрĕ çинче чарăнса тăма тăрăшрĕ, кунтан тухнă паллă çынсене асăнчĕ. Вĕсен хушшинче Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Е.И.Афанасьев, В.В.Кузнецов профессор, Шупашкарти халăх инструменчĕсен "Эревет" ача-пăча ертỹçи С.В.Федотов, Афганистанра пуç хунă, Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçнĕ В.Ф.Кузнецов тата ыттисем те.
Уяв юрă-кĕвĕсĕр иртмерĕ, сĕтел урисем те апат-çимĕçрен авăнса тăчĕç. Арçынсемпе хĕрарăмсем карталанса тăрса сăвă каларĕç, юрăсем юрларĕç. Вĕтĕр-шакăр чупрĕ, вылярĕ.
Ленин урамĕнче пурăнакансен хастарлăхне, ĕçченлĕхне, пултарулăхне те палăртса хăварчĕç. Нумай выльăх усракансем _ Валерийпе Валентина Борисовсем, 40 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакансем _ Вячеславпа Ираида Тимофеевсем, туслă çемье _ Геннадийпе Людмила Рожковсем, урам активисчĕ _ Марина Ефимова, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканĕ Ренарий Федоров тесе йышăнчĕç.