Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йытă кирлĕ-и?

Йытă кирлĕ-и?

Районти кашни яла пырса кĕрсенех урамра ирĕклĕн чупса çỹрекен йытăсене курма пулать. Çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те хăрушлăх ку.

Йытăсене пурне те хуçасăр тесе каламăттăм. Ама йытă усракан çын çурасене çынсене салатса пĕтереймен чухне вĕсене урама кăларса ярать, лешсем вара çапкаланчăка тухаççĕ. Çỹп-çап вырăнĕсем патне пухăнса унта чакаланаççĕ, хутаçсене çуркаласа ăпăр-тапăра салатаççĕ. Кун пек чухне тасалăхпа тирпейлĕх çинчен калаçни те вырăнсăр.

Ирĕксĕрех пуçа шухăш кĕрет: "Йытă çынсене мĕн тума кирлĕ?" Хуравĕ вара пурин те пĕрешкел: "Кил-çурта сыхлама". Килĕшетĕп, кил-çурт хуралçи пултăр, анчах та вăл çынсене хăратса урам тăрăх ан чуптăр. Ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те çакнашкал йытăсем этеме тĕл пулаççĕ. Çынсем вĕсенчен хăраççĕ, мĕншĕн тесен пĕри кăна тапăнтăр, юнашаррисем те ун хыççăн сиксе ỹкеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе, хур-кăвакала тытса çурни, çисе яни пирки те илтсе-пĕлсе тăратпăр. Апла пулсан та инкек тỹснĕ çыннăн хуйхине ăнланса кирлĕ йышăну тума пĕлместпĕр, пулса иртни çине куçа хупатпăр, ним пулман пек малалла пурăнатпăр. Çавăнпа та кил хуçин яланах йыттине кăкарса тытмалла, урамра çỹреттерес тесен ăна поводокпа илсе тухмалла. Енчен те иртсе çỹрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать пулсан ăна çăварлăх тăхăнтартмалла, хулари пек.

Иртнĕ ĕмĕрте урамра лапăстатса чупакан йытăсене сунарçăсем килсе персе вĕлеретчĕç е вĕсене им-çам парса тĕп тăватчĕç. Хальхи саккунсемпе вара çапла тума юрамасть. Йытăсене тытса хуласенчи приютсене ăсатмалла, унта вĕсене стерилизацилеççĕ, вăхăт иртсен каялла çав вырăнах килсе яраççĕ. Каллех кун валли укçа-тенкĕ кирлĕ, нихăш организаци те тỹлевсĕр ĕçлемест.

Ирĕкре çỹрекен йытăсемпе çыхăннă ыйтăва халăх пухăвĕнче те хускатаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, полицин участок инспекторĕ те йытăсен хуçисене килĕсене кайса асăрхаттараççĕ, апла пулсан та хăш-пĕрин йыттисем пур пĕрех урамра ирĕкре çỹреççĕ. Чăн та, аптăрамалла вĕт.



02 августа 2021
16:10
Поделиться