"Илем тĕнчене çăлать"
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Чăн сăмахăн суйи çук: илем пире хăй асамлăхĕпе çавăрса илет те чунра чи ырă та çепĕç туйăмсем çуратать, çут тĕнчери хăтлăха упрама хистет.
Çакна ял çыннисем лайăх ăнланаççĕ. Кил-çурт хăтлăхĕшĕн çине тăрса тимлеççĕ. Çурт-хуралтăна, хапха-хỹмене, беседкăна е ача-пăча площадкине эрешлесе тăвасси-капăрлатасси йăлана кĕчĕ. 21 ĕмĕр çынни пурăнмалли вырăн хăтлăхĕпе илемĕшĕн мĕн кăна шутласа кăлармасть!
Акă Палтиелĕнчи Шкул урамĕнче пурăнакан Садретдиновсем пĕчĕк пахча умне юмах тĕнчине çавăрнă. Автомашина кустăрмисем тата тимĕр хỹме тытнă вырăнта куçа йăмăхтарса чечексем ỹсеççĕ, _ вĕсене Минзиле Гельфанетдиновна лартнă. Вĕсем хушшинче вара _ "чĕр чунсем": йывăçран касса тунă чее тилĕ, хăравçă мулкач, çăткăн кашкăр, шапа... Хăшĕ _ тунката çинче, хăшĕ _ курăк çинче. Кусене районти газ участокĕн АДС (аварипе диспетчер служби) водитель-слесарĕнче тăрăшакан Мансур Минкасимовичăн ылтăн алли ăсталанă. Çавăнтах тăмран тунă лаша, автан... "Уçланкăри" чĕр чун тĕнчи чăннипех куçа илĕртет.
Ленин урамĕнчи Т.Н.Долгова хуçалăхĕ те хăйне евĕр илĕртỹллĕ. Картишĕнче, пỹрте кĕмелли алăк енче, кану вырăнне янтăланă Татьяна Николаевна. Сарă, кĕрен, шурă... чечексенчен дизайн вăрттăнлăхĕсене çирĕп пăхăнса, клумбăсем тунă. Капăрлатнă витресенчен те чечексем "пуçĕсене" кăларнă. Кĕтесре _ сак. Юнашарах _ сĕтел, ун çинче чей ĕçмелли савăт-сапа. Стена çинче сехет. Ĕç хыççăн ларса канма, ăш хыпнине пусарма, пуçри шухăша йĕркене кĕртмешкĕн меллĕ кунта. Тус-юлташпа, тăван-пĕтенпе сăмах çăмхине сỹтсе пуçтарма мĕн тери шеп тата! Ялти Культура çурчĕн директорĕ килти канăва та усăллă, кăмăла уçмалăх йĕркелеме пĕлет. Илемлĕх туйăмĕ, çыпăçуллă алă тем те тума пулăшаççĕ çав.
Илеме туйма, ăна ыттисем патне çитерме пĕлекен ăстасем ытти ялсенче те сахал мар.