Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Яла аталантарасси - кашнин тивĕçĕ

Яла аталантарасси - кашнин тивĕçĕ

"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Ялта пурăнакансемшĕн масар çинчи тасалăх пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа та кашниех кунта килсе хăйсен тăванĕсен вил тăприйĕсене тасатса, тирпейлесе тăрать. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те пуçару бюджечĕпе масар картисемпе хурал пỹрчĕсене юсаса çĕнетеççĕ.

Кăçал Чукал ял тăрăхĕнчи масар пỹртне çĕнĕ пура пураласа çĕклесе лартнă. Çак ĕçе кĕске вăхăтрах Г.М.Ильин предприниматель йĕркеленĕ бригада тунă. Пỹрт çивиттине тимĕрпе витнĕ, стенасене те тул енчен профнастилпа çапса хупланă. Хĕллехи сивĕ çанталăкра ăшăнма тимĕр кăмака вырнаçтарнă.

248,7 пин тенкĕлĕх пурнăçланă ĕçе çынсем хакласса, ун пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асра тытасса шанмалли кăна юлать.

Шкул _ савăнăçпа хаваслăх вырăнĕ, ăс-тăн паракан çăлкуç. Вăл хăтлă та илĕртỹллĕ пулсан чун-чĕре унталла туртăнать. Ачасен вĕренес туртăмĕ те ỹсет. Çакна пĕр иккĕленмесĕр калама, ĕнентерме пулать. Çавăнпа та районти шкулсене юсаса-çĕнетсе тăма тăрăшаççĕ.

2021 çулта ялти шкулсен пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатас тĕллевпе пĕлỹ паракан организацисенче юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта юсав ĕçĕсене Чăваш Республикин "50 процент е ытларах кивелнĕ вĕренỹ организацийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсасси" патшалăх программине тĕпе хурса тăваççĕ. Кунти юсав ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ _ 2 млн 102 пин тенкĕ. Кăçал шкулăн хыçал енчи фасадне çĕнетсе капăрлатаççĕ. Ĕçсене О.Ю.Григорьев подрядчик пурнăçлать. Паллах, çакăнпа кăна ĕçсем вĕçленмеççĕ, юсав ĕçĕсем кашни çулах малалла пырĕç.

Машинăсем çỹрекен çулсем кăна мар, çынсем утакан тротуарсем те яка та тикĕс пулмалла. Уйрăмах район центрĕнче çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Шăмăршă ялĕнчи тротуарсем çитĕннисене те, ачасене те сахал мар тарăхтарнă. Хĕрсем кĕлеллĕ туфлисем тăхăнса утма хăраса тăраççĕ, атă-пушмакăн кĕллине хуçасран шикленеççĕ. Тинех вĕсен нушине ăнланса илчĕç темелле, район центрĕнче тротуарсене юсама, çĕнетме тытăнчĕç.

Халĕрех кăна Уруков урамĕнчен тытăнса шкул патне илсе пыракан тротуара тирпее кĕртнĕ, çĕнĕрен асфальт сарса якатнă. Паян-ыранах Ленин тата Космовский урамĕсенче çакнашкал ĕçсем тумалла.

Ĕçсене пуçару бюджечĕпе (642699,67 тенкĕ) тума палăртнă. Контрактпа килĕшỹллĕн çул çинче И.А. Миронов предприниматель бригади тăрăшать.

Юратнă ялăн илемлĕ сăн-сăпатне упрасси - кашнин тивĕçĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче пархатарлă ĕçе пурте хастар хутшăнма пултарнине çирĕплетеççĕ. Çапла пулмалла та. Таса та илемлĕ вырăнта вара пурăнма яланах кăмăллă.

Ял аталанса, илемленсе пыни чи малтанах кунта пурăнакансен, пуçлăхсен, старостăсен пуçарулăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, пĕрле пуçтарăнса вăй хума пултарнинчен нумай килет. Ял çыннисем туслăн пĕр-пĕр ĕçе пикенсен, кашниех унта хăйĕн тỹпине хывсан, иккĕленмесĕрех ĕç ăнатех теме пулать.



29 июня 2021
08:36
Поделиться