Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малашлăх пур - чун савăнать

Малашлăх пур - чун савăнать

Çитес виçĕ çулта Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенче шыв ыйтăвĕ татăлмалла. Ăна валли Шăмăршăри шыв управне хута ямалла. Сăмах май, управа 2011-2014 çулсенче тунă, 38 çухрăм пăрăх хунă. Ку 8 яла кăна таса шывпа тивĕçтерме май парать. Кăçалтан "пăр" вырăнтан хускалмалла. Шыв управĕн 1 тата 4 комплексне ĕçлеттерсе яма конкурс пулассине пĕлтернĕ. Пĕрремĕш комплекса тума хутшăнас текенсен апрелĕн 21-мĕшĕччен, тăваттăмĕшĕ валли апрелĕн 22-мĕшĕччен заявка тăратмалла. Проектсен хакĕ _ 620 млн тенкĕ ытла. Ĕçсене 2022 çулхи декабрьччен вĕçлемелле.

Малтанхи пĕтĕмлетỹсемпе управа хута яма 2,2 млрд тенкĕ кирлĕ. Ăна валли "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн федерацин "Таса шыв" проекчĕпе усă курма палăртнă. Вăл ĕçлесе кайсан 74 ялти 48 пин пурăнакан патне таса шыв çитет.



12 апреля 2021
10:03
Поделиться