Çурт-йĕре лайăхлатас шухăшлисене _ свидетельство
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова ĕçлĕ çул çỹревпе Шăмăршă районĕнче пулнă.
Тĕл пулу район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа курнăçнинчен пуçланнă. Канашлăва Чăваш Енĕн çак министерствăна пăхăнса тăракан районти учрежденисен ертỹçисем _ Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайĕн начальникĕ Надежда Федорова, Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ Андрей Вазанов, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн директорĕ Сергей Галкин, Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ Сергей Кузьмин _ хутшăннă.
Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Надежда Федорова 2020 çулти ĕçсем тата 2021 çулхи задачăсем пирки доклад тунă. Сăмахран, отчетлă тапхăршăн пĕтĕмпе 101,3 миллион тенкĕ тĕрлĕ тỹлев тỹленĕ, (çав шутра федераци бюджетĕнчен _ 61,2 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 40,1 млн тенкĕ). 2021 çул валли тунă прогноз 104,8 млн тенкĕпе танлашмалла. Социаллă пулăшу 5541 çынна парăнать, çакă районта пурăнакан халăхăн 46,3 проценчĕпе танлашать.
Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ Сергей Кузьмин халăха ĕçпе тивĕçтерекен сферăри мероприятисем 2020 çулта мĕнле пурнăçланни пирки тата 2021 çулхи задачăсем çинчен каласа панă.
Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн ертỹçи Сергей Галкин учрежденин ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă.
2020 çулта граждансене, инвалидсене, ачасене социаллă пулăшу парас енĕпе пурнăçланнă мероприятисем çинчен Шăмăршă районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ Андрей Вазанов хыпарланă, кăçал тумалли ĕçсем çинчен пĕлтернĕ. Тĕлпулура Алена Елизарова министр федерацин тата республикăн социаллă хỹтлĕх тата ĕçпе тивĕçтерес сферăри проектсене пурнăçламалли çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, ытти çивĕч ыйтусем тавра калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хăйĕн докладĕнче Шăмăршă район территорийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствине пăхăнса тăракан учрежденисемпе тачă çыхăнса ĕçленине тата район çыннисен ырлăхĕшĕн тăрăшасси лайăхланса пынине палăртнă.
Тĕл пулу тепĕр лайăх самантпа та асра юлнă. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатас шухăшлă çамрăк çемьесене социаллă пулăшăвăн свидетельствине панă. Çак çăмăллăха кăçал 5 çамрăк çемьене пама килĕшнĕ тата яллă вырăнта пурăнакан 1 çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатмаллине палăртса йышăну тунă. Сăмах май каласан, 2020 çулта 7 çемьене Раççей Федерацийĕн "Комплексное развитие сельских территорий" патшалăх программипе, 3 çемьене "Оказание государственной поддержки граждан в обеспечении жильем и оплате жилищно-коммунальных услуг" тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса пулăшу панă.