Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сĕтел çинче - паха апат-çимĕç

Сĕтел çинче - паха апат-çимĕç

Кăçалтанпа шкул ачисен апатлану рационĕнчен кăлпасси изделийĕсем "çухалчĕç". Кăлпасси е сосиска вырăнне какайран хатĕрленĕ апат-çимĕç тухрĕ. Районти шкулсенче апатланăва мĕнле йĕркелеççĕ-ха? Шăпах çакăн пирки район администрацийĕн вĕренỹ, çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Николай ЕНДИЕРОВПА калаçрăмăр.

_ Николай Иванович, шкулсенчи пĕрлехи меню мĕн вăл тата мĕнле вăл?

_ Пирĕн республикăра шкулта вĕренекенсене çирĕплетнĕ пĕрлехи менюпа апатлантарма йышăннă. Çавна май Шăмăршă районĕнче те шкул ачисем пĕрлехи менюпа апатланаççĕ. Çакна санитари законодательствине пăхăнса йĕркеленĕ. Меню 12 кунлăх.

Шупашкарта, сăмахран, шкулсене апат-çимĕç комбиначĕсем çак менюпа тивĕçтереççĕ пулсан, пирĕн районти шкулсенче апат-çимĕçе шкул столовăйĕсенче хатĕрлеççĕ. Апла пулин те меню никĕсĕ пурин те пĕр пек: кăлпасси изделийĕсене какайпа ылмаштарнă, чĕрĕ пахча çимĕç ытларах, йодлă тăварпа усă кураççĕ. Çак менюри апат-çимĕçе çулталăк вăхăтне, калорисене тата шкул ачисен аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе йĕркелеççĕ. _

Пуçламăш классенче вĕренекенсем пĕлтĕртенпе тỹлевсĕр апатланаççĕ. Вĕсене апатлантарма района мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă?

_ Çапла, РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи Çырăвĕнче каланипе килĕшỹллĕн пĕлтĕрхи сентябрьтен 1-4 классенче вĕренекенсем шкулта кунне пĕр хутчен тỹлевсĕр апатланаççĕ. Вĕсен апат хакĕ кăçалхи январьтен 55 тенкĕ те 20 пуспа танлашать. Пĕлтĕр 52 тенкĕ те 36 пус пулнă.

Ыйтусем пулнăран çакна палăртса хăварасшăн. Ача шкула килмен кунсенче куншăн нимĕнле компенсаци те пăхса хуман, мĕншĕн тесен çакă ачана вĕри апатпа тивĕçтерни пулмасть.

Сентябрь-декабрь уйăхĕсенче Шăмăршă районĕнчи шкул ачисене вĕри апатпа тỹлевсĕр апатлантарма 2 млн та 99 пин те 798 тенкĕ тăкакланă.

_ Ыттисен апатлану хакĕ мĕнле?

_ 5-11 классенче вĕренекенсен апатланăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тỹлет. 2020 çулта апатланăвăн вăтам хакĕ пирĕн районта 47 тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал ăна 58 тенке çитерме палăртнă.

Малтанхи пекех инвалид ачасене, тăлăх ачасене тата сывлăх тĕлĕшĕнчен чикĕлев пуррисене валли пирĕн районти шкулсенче тỹлевсĕр апатлану йĕркеленĕ. Нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесенче ỹсекен ачасем (çемьере 18 çула çитмен 3 ача е ытларах чух), çул çитменнисен районти комиссийĕн учетĕнче тăракан çемьесенчи ачасем апатлану хакĕн 90 процентне тỹлеççĕ. Ку категорисене çăмăллăх мелĕпе апатлантарма районти бюджетран укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

_ Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, килте вĕренекен ачасем те пур. Вĕсен апатланăвĕ тĕлĕшпе мĕнле йĕрке палăртса хунă?

_ Килте пĕлỹ илекенсем пирĕн районта пурĕ 10 ача. Вĕсене апатлану хакне шута илсе компенсаци памалли йĕркене çирĕплетнĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ компенсаци мелне суйлани çинчен заявленипе шкул администрацине тухать. Çапла компенсацие укçан е апат-çимĕç продукчĕпе илессине вĕсем хăйсем палăртаççĕ.

_ Шкулсенче вĕри апатланăва мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесе тăракансем пур-и?

_ Пур. Кусем: бракераж комиссийĕ, вĕренекенсен апатланăвне контрольлекен комисси, çăмăллăх мелĕпе апатланакансен списокне палăртакан комисси. Кунсăр пуçне вĕренỹ пайĕн комиссийĕ те вырăна тухса апат-çимĕç менюпа килĕшсе тăнине тĕрĕслет. Ку ыйтăва вĕренỹ министерстви те, прокуратура та, ытти надзор органĕ те çирĕп контрольте тытаççĕ.

_ Апла шкулсенче ачасен сĕтелĕ çинче паха апат-çимĕç кăна пулмалла. Тавах, тĕплĕ калаçушăн.



05 февраля 2021
13:35
Поделиться