Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Изоляцие хирĕç вакцинаци

Изоляцие хирĕç вакцинаци

Иртнĕ эрнере Шăмăршă районĕн больницине коронавируса асăрхаттарма пулăшакан вакцинăн пĕрремĕш партийĕ килсе çитрĕ.

Больницăн тĕп врачĕ Ирина Смирнова районта вакцинаци пуçланнине пĕлтерчĕ:

"Шăмăршă район тĕп больницине 110 доза "Гам-КОВИД-ВАК" ("Спутник V") вакцинăн пĕрремĕш партийĕ килнĕ. Паянхи кун малтанхи 110 çынна прививка турăмăр, вĕсен шутĕнче _ 10 врач".

Специалистсем ку таранччен ковидпа чирлеменнисене тăхтаса тăмасăр прививка тума сĕнеççĕ. Чирлесе ирттернĕ хыççăн та, организмра ют бактерисемпе вируссене хирĕç кĕрешме пултаракан молекулăсен (антитела теççĕ) шайĕ пĕчĕккисене, уйрăмах çын сахăр диабечĕпе е кĕлетке самăррипе е урăх чирпе аптăрать пулсан, врачсем прививка тума калаççĕ.

Ирина Анатольевна ăнлантарнă тăрăх, вакцинаци икĕ тапхăртан тăрать. Иккĕмĕш тапхăр пĕрремĕшĕ хыççăн 21-мĕш кунра пулса иртмелле.

Шăмăршă районĕнче пурăнакан прививка тăвас кăмăллă çынсен патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă çырăнма май пур. Кунсăр пуçне вакцинаци ыйтăвĕпе терапевтпа çыхăнма е больницăн регистратурине шăнкăравламалла (тел. 2-32-84). Республикăри пĕрлехи меслетпе усă курма пулать, унăн номерĕ _ 122.

Вакцинаци пуçланчĕ пулин те, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, ытти йĕркене те пăхăнмалла.

Пĕр вăхăт республикăра лару-тăру лăпкăрах пулнăччĕ, халĕ коронавируспа чирлекенсен шучĕ ỹсни палăрать. Районти цифрăсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Январĕн 21-мĕшĕ тĕлне районта 45 çын чирлени паллă, вĕсенчен 24-шĕ сывалнă, 1 çын вилнĕ, 20-шĕ больницăсенче, ыттисем килте сипленеççĕ.