Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пресс-конференцире хускатнă ыйтусене сỹтсе яватпăр

Пресс-конференцире хускатнă ыйтусене сỹтсе яватпăр

Юрий ЕРМОЛАЕВ, Шăмăршă район пуçлăхĕ:
- Декабрĕн 17-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ онлайн мелĕпе ирттернĕ пресс-конференцие пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçне çитичченех пăхса-итлесе лартăм. Конференци пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ иртрĕ. Пирĕн çĕршыв Президенчĕ пур енĕпе те маттур та пултаруллă пулнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ. Журналистсем çĕклекен ыйтусене туллин те татăклăн, ăнланмалла хуравларĕ. Владимир Путин хамăр патшалăхшăн тăрăшни, унăн пуласлăхĕшĕн ăнтăлни унăн кашни сăмахĕнчех палăрса тăчĕ. Владимир Владимировича коронавирус пандемийĕ лăпкăн пурăнма памасть. Вăл тỹрех ют çĕршывсемпе чикĕсене хуптарчĕ, чир сарăлассине чарса лартассипе тĕрлĕ чарусемпе хушусем вăхăтра турĕ. Çийĕнчех пирĕн ăсчахсем вакцина шутласа кăларассипе тимлерĕç, халĕ препаратсем кашни регионах çитнĕ, çынсене прививка тума тытăннă. Çынсен хăйсен калаçăвĕнче, уйрăмах çỹлĕрех вырăн йышăнакансен, намăс сăмахсемпе усă курмалла маррине палăртса хăварчĕ. Вырăс чĕлхи капла та пуян та мăнаçлине палăртрĕ. Президент Раççей çĕршывне хирĕçле ĕç тăвакансене, хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламан чиновниксене тивĕçлипе айăпланине те каларĕ. В.Путин çĕршыв çыннисене ют патшалăхсене канма кайма сĕнмерĕ, хамăр çĕршывран çакна тума пирĕн хамăрăн та пĕтĕм услови пуррине асăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкра ют патшалăхсене 32 млн çын вĕçет, унта вĕсем 35 млрд доллар тăкаклаççĕ, укçа-тенке ют çĕршывра хăвараççĕ. Çавăнпа та туризма хамăр патăртах аталнтармаллине каларĕ, вара укçа-тенкĕ те хамăр патăртах юлать. Раççейре ырă ĕçсем тăвакансене, йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене пулăшакансене герой ят памаллине те пĕлтерчĕ. Конференцири ыйтусемпе хуравсене пурне те палăртса та пĕтерме çук. Пĕр сăмахпа каласан, уçă эфир Раççейĕн пуласлăхĕ шанчăклă çын аллинче пулнине палăртрĕ.

Наталия Ильина: "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ:
- Кăçал Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 16-мĕш хут иртнĕ пресс-конференцинче пĕтĕмпе 68 ыйту çине хуравланă. Кунта хускатнă ыйтусем анлă, тĕрлĕ енлĕ. Владимир Владимирович вĕсем çине тулли хурав пачĕ. Шалти туризм проблемине çĕкленĕ май, пулăшу, паллах, Чăваш Енри муниципалитетсене те кирлех. Акă, районти "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ тĕрлĕ регионти туристсене йышăнать. Унăн пурлăх никĕсне тĕреклетсен, экскурси курса çỹремелли вырăнсене илемлетсе анлăлатсан района курма килекенсен йышĕ татах та ỹсĕччĕ, район чапĕ çĕкленĕччĕ. Таса шыв ыйтăвĕ вырăнтан хускалчĕ. Патшалăх пулăшăвĕсĕр ăна татса йывăртарах пулĕччĕ.
Çавăн пекех вĕренĕве, культурăна, сывлăх сыхлавне, экологие, çул-йĕрпе транспорта, ял хуçалăхне, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва, аталанăва, малашлăха пырса тивекен ыйтусем чăннипех те халăхшăн çывăх.

Алевтина Александрова, 3 ача амăшĕ, Шăмăршă ялĕ:
- Декабрĕн 17-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин ирттернĕ конференцири тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçнине эпĕ питĕ тимлĕн итлерĕм. Мана, паллах, Президент çемье пирки тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлани уйрăмах килĕшрĕ. Хальхи вăхăтра коронавирус пандемине пула пурнăç çăмăлах мар. Çемьесенче 7 çул тултарман ачасене кашнинех 5-шер пин тенкĕ уйăрса пама палăртни Çĕнĕ çул умĕн питĕ пысăк пулăшу пулать. Ырă хыпар пирĕн çемьене те, ыттисене те питĕ савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ пулĕ тесе шутлатăп. Раççей Правительстви ачасене хушма тỹлевсем пани пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачаллă çемьесемшĕн чăн-чăнах Хĕл Мучи парни пулĕ!



18 декабря 2020
12:58
Поделиться