Район больницине - санитари машинисем
![Район больницине - санитари машинисем](https://fs01.cap.ru/www20/shemur/news/2020/12/15/e2eaa279-efb8-486e-ada0-67733108baad/sanman_pwnsiznf.jpg?i=41)
Шăмăршă районне лайăх хыпар çитнĕ. Çак кунсенче больницăна икĕ санитари çăмăл машини илсе килнĕ. Вĕсене республика бюджетĕнчен тивĕçтернĕ. Автомобиль хакĕ _ 754,596 тенкĕ.
Санитари машинисемпе кая хăварма юраман медицина пулăшăвне парассинче усă курĕç, вăл шутра амбулатори мелĕпе ковид чирĕнчен сипленекенсене те.
Сăмах май, пирĕн республикăна пурĕ 53 автомобильпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 36-шне районсене панă, тепĕр 17-шĕ Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче юлнă.
Çакнашал çĕнĕлĕхсем савăнтараççĕ. Çын сывлăхне тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçланнă ырă ĕçшĕн Республикăри Пуçлăхсене тав тумалли çеç юлать.