Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спортра та, вĕренỹре те _ малта

Спортра та, вĕренỹре те _ малта

Чăваш Енре "Çул çинчи хăрушсăрлăх" республикăри фестиваль - КВН иртнĕ. Унта 15 районтан тата хуларан пурĕ 22 команда хутшăннă.

Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул унта хутшăнса район чысне хỹтĕленĕ, пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. КВНра шкул ачисен темиçе тапхăрпа сăнав иртмелле пулнă: "Разрешите доложить", "Новый дорожный знак", "Мой безопасный путь". Карапай Шăмăршă шкулĕ "Разрешите доложить" тата "Новый дорожный знак" конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, çĕнтерỹçĕ пулнă.

Фестивале хутшăнакансене чун-чĕререн ăнăçу сунатпăр! Малашне те шкул ачисем кашни конкурс-ăмăртура лайăххисен шутĕнче кăна пулччăр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
07 декабря 2020
08:48
Поделиться