Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан туян, Ваççа, суррогат, суя эрех сана тĕп тăвать!

Ан туян, Ваççа, суррогат, суя эрех сана тĕп тăвать!

Чуна çỹçентерекен, чĕрене ыраттаракан цифрăсем куçа тăрăнаççĕ, куççỹль кăлараççĕ: кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра суя эрехпе (суррогатпа) наркăмăшланса 184 çын вилнĕ. Пĕтĕмпе вара 377 çынна _ ытларахăшĕ вăйпитти арçынсем _ суя эрех ĕçнĕ хыççăн больницăн реанимаци уйрăмне хунă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçал суррогат эрех ĕçсе вилнисен йышĕ 48 процент ỹснĕ.

Суя эрехпе наркăмăшланнисен ретĕнче пирĕн Шăмăршă районĕ республикипе улттăмĕш вырăнта тăрать. Кун пекки районăн 93 çулхи историйĕнче те пулман.

Калас пулать, Чăваш Республики суррогат алкогольпе наркăмăшланнисен шучĕпе пĕлтĕр те пĕтĕм Раççейĕпех "палăрнăччĕ", çĕршывра чи нумай суя эрех ĕçекен 14 регион йышне кĕнĕччĕ. Çак пăшăрхантаракан цифра республика халăхĕ тăвакан мĕнпур ырă ĕçе хура сăрăпа сăрласа хурать, пĕр кашăк тикĕт пыл чĕресне вараланинчен пĕрре те кая мар хурлăх кỹрет. Суррогат эрех ĕçсе наркăмăшланнисен хушшинче 14 çул тултарман тата 15-17 çулти çамрăксем те сахал мар: иртнĕ çул 51 тĕслĕх (37 арçын ачапа 14 хĕрача) шута илнĕ.

Мĕн ĕçсе наркăмăшланаççĕ-ха пирĕн çынсем? Тишкерỹ кăтартса панă тăрăх, япăх пахалăхри эрех ĕçнипе _ 62,6 проценчĕ, паллă мар спирт шĕвекĕ ĕçнипе - 32,5 проценчĕ, метил спирчĕ ĕçнипе 4,5 проценчĕ сывлăха пысăк сиен кỹнĕ. Вилнисен 89,3 проценчĕ метил спирчĕ ĕçнипе вăхăт çитмесĕрех "леш тĕнчене" ăсаннă. Чĕрĕ юлнисенчен 33-шĕ сĕм суккăр пулса юлнă.

Ĕçеççĕ пулсан, суррогат эрехе сутаканнисем те пур вĕт-ха! Виçĕ-тăватă çул каялла республикăра "фанфуриксене" хирĕç вирлĕ кĕрешỹ пуçарнăччĕ, çак наркăмăшлă шĕвеке пуçĕпех пĕтертĕмĕр тесе халĕ лăплансах лартăмăр. Чăнах та, "фанфурик" савăчĕсем унчченхи пек утнă чух ура айне пулмаççĕ, анчах та сиенлĕ шĕвеке сутасси чарăнса ларнă тесе çирĕплетсе калама çук.

Суррогат эрехе те таçта аякка кайса туянмаççĕ пулĕ. Вăрттăн "точкăсем" районта çук тесе тем пек калас килет те, суя эрех ĕçсе наркăмăшланнисен йышĕ ỹссех пыни апла калама иккĕлентерет.

Ман шутпа, коронавирус инфекцийĕ анлă сарăлма пуçлани те хăш-пĕр çынсене те алкогольпе туслашма хистет. Анчах та çак хăрушă чиртен сыхланма спиртлă шĕвексем пĕрре те пулăшмаççĕ, пачах та урăхла _ коронавирус вирусĕ ерес хăрушлăха ỹстереççĕ кăна. Кун пирки тухтăрсем хытă асăрхаттараççĕ, эрехпе хавшанă организм йывăр чирсене çăмăллăнах парăнни çинчен пурне те ăнланмалла калаççĕ.

Шел те, шурă халатлисен кашни сăмахне итлесе ăша хывма тăрăшмастпăр çав эпир. Маска тăхăнма хушаççĕ _ тăхăнмастпăр, урамра тĕлсĕр сулланса çỹресе вун-вун çынпа куçа-куçăн калаçма сĕнмеççĕ _ итлетпĕр-и эпир вĕсене!

Çак кунсенче кăна-ха Чăваш радиопа пĕр яваплă чиновник кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра алкоголь сутасси пĕлтĕрхинчен 4,5 процент чакни çинчен пĕлтерчĕ. Савăнмалла кăна пек: çынсем лавкка эрехне сахалрах туянма тытăннă. Анчах пуш параппана урра! кăшкăрса тỹнклеттерме васкар мар-ха. Статья пуçламăшĕнче асăннă 184 çын суррогат ĕçсех çĕре кĕни пĕрре те савăнма хушмасть.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ канашлура республика ертỹçи Олег Николаев алкоголь шĕвекĕсем ĕçсе наркăмăшланакансен йышĕ пысăк пулни çинчен пăшăрханса калаçнă, район тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене çак çивĕч ыйтăва кулленхи тимлĕхре тытмалли пирки хытă асăрхаттарнă.



24 ноября 2020
09:58
Поделиться