Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăрша пырса кĕрсессĕн...

Шăмăрша пырса кĕрсессĕн...

Шăмăрша пырса кĕрсессĕн чăннипех чунăм савăнать, чĕре юрлать. Шăмăршă мĕнпе пуян? Хăйĕн сăпайлă çыннисемпе, çепĕç чĕлхеллĕ хĕр-упраçĕпе, вăй-питти яш-кĕрĕмĕпе. Унран та пысăк пуянлăх çук та пулĕ пурнăçра.

Шăмăршă районĕнче: чăвашсем _ 80,1, тутарсем - 10,8, вырăссем _ 6,5, ирçесем - 1,9, тата ытти наци халăхĕ 0,3 процент пурăнать. Вĕсен пĕрлехи ĕçĕ, пурнăçĕ, культури, йăли-йĕрки шăмăршăсен туслăхне çирĕплетет кăна. Туслăх хушшине вăрçă кĕреймест. Кашни çын кунта сăпайлăхпа, ырă кăмăлпа, шỹтле пĕлнипе уйрăлса тăрать. Çак ырă ен вĕсене пĕр çĕре çирĕп чăмăртаса тăрать те ĕнтĕ.

Эпĕ Чăваш Республикинче çуралса ỹснĕскер, чăваш халăхĕ маншăн çав тери хаклă. Чăваш халăхĕ ĕмĕртен хăйĕн пултарулăхĕпе, çепĕç чĕлхипе, пыл хурчĕ пек ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăнă. Çавăнпа та пулĕ Чăваш çĕрĕсем пит анлă пулмасан та, çак пĕчĕк лаптăкра тĕрлĕ пахча-çимĕç ỹстерет, выльăх-чĕрлĕх усрать. Пĕр татăк çĕре те сая ямасть. Çурчĕсем кермен пек, хăйсем улпут пек. Ку кăна та мар, пултарулăхра мĕн чухлĕ сăпайлăх, тирпейлĕх, йăвашлăх пытаннă тата.

Эпĕ Тутар Республикинче чĕрĕк ĕмĕре яхăн пурăнатăп. Унти халăхпа Чăваш Ен çыннисене танлаштаратăп. Ку тăрăхра пурăнакансем хăйсен сăпайлăхĕпе тата йăвашлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Чăвашăн чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхи çак тăрăхра янăрать, чĕрене уçать.

Редакцие ĕçлеме килсенех Иван Михайлович Саландаевпа паллашма тỹр килчĕ. Унăн ячĕ Шăмăршă тăрăхĕнче çеç мар, ытти регионсенче те чапа тухнă. Ĕçленĕ тапхăрта унăн статйисемпе те паллашма пултартăм. Кашни материала ăса хывмалла ăнлантарса парать. Тарăн шухăшлă, ырра вĕрентекен ылтăн сăмахĕсем чуна витереççĕ. Тавах, сире, Иван Михайлович, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса пурăннишĕн. Шăмăршă халăхĕ чăннипех те мăнаçланма пултарать сирĕн пек талантлă çынпа.

Тепĕр тесен Шăмăршăра, хăш лавккана кĕрсессĕн те е ытти организацие, халăх ăшă кăмăллă иккенни курăнать. Мĕнрен килет-ши çакă? Е чăвашра ĕмĕртен пыракан сăпайлăх халиччен упранать? Паллах, иккĕленместĕп чăвашра Турă панă йăвашлăх паянхи кунччен те пурăнать тата малалла та аталанать.

Мĕн сунам-ши сана юратнă халăхăм? Паллах, сывлăх пĕрремĕш вырăнта пултăр, ытти-качки пулать.

Çăкăр-тăвартан нихăçан та ан татăл. Утмассерен ырлăх, пусмасерен пурлăх пултăр!



16 ноября 2020
08:53
Поделиться