Ỹкнĕ сарă çулçă урăх ешермест...
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
УРАМРА ытарайми илемлĕ çанталăк тăрать, тавралăхра ылтăн кĕркунне хуçаланать. Хăй илемĕпе кашнин кăмăлне çĕклет. Ура айĕнче сарă-хĕрлĕ çулçăсем чăштăртатаççĕ, симĕс курăк та тахçанах сарăхнă.
Хальхи вăхăтра районти учрежденисенче, организацисенче хĕл ларас умĕнхи субботник йĕркелесси вăй илсех пырать. Кашни пĕрлешỹ хăйĕн территорине тасатса хăварассишĕн тăрăшать.
Районти больница территорийĕнче те тирпей-илем тăвас ĕçе пикенчĕç. Хурăнсемпе улмуççи çулçисене кĕреплесе, шăлса пуçтарчĕç, çỹп-çап миххисене тултарса ятарлă вырăна кайса тăкрĕç.
_ Субботника яланах хаваспа тухатăп. Кунта çутçанталăк илемĕпе киленсе пĕтĕм чун-чĕререн ĕçлеме май пур. Хамăр ĕç вырăнĕнче тасалăхпа тирпей хуçалансан хамăра ĕçе килме те хаваслă, больницăна сипленме килекен çынсене те кăмăллă, _ хаваслăн пĕлтерчĕ терапи уйрăмĕнче вăй хуракан Ирина Петрова.
_ Тавралăх таса та тирпейлĕ пулсан кăна çын хăйне телейлĕ туйма пултарать, _ сăмах хушрĕ çак уйрăмрах ĕçлекен Ирина Паймина. _ Çавăнпа та хамăр пурăнакан, ĕçлекен вырăнта яланах илемлĕ те тирпейлĕ пулмалла. Çапла пулсан татах та тăрăшарах юрла-юрла ĕçлес килет.