Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çанталăк уяр, тăрăшарах ĕçлеер

Çанталăк уяр, тăрăшарах ĕçлеер

РАЙОНТИ ял хуçалăхĕсенчи йỹçек çĕрсене извеç сапас ĕç ăнăçлă пырать. Çак ĕçе маларах "А.П. Егоров" хресчен (фермер) хуçалăхĕн хирĕсенче вĕçленĕ. Халь вара Г.Н. Макаров, В.М. Алексеев, Ф.С. Рахматуллов фермерсем, "Колос" сахал яваплă общество çак ĕçпе çине тăрсах тăрăшаççĕ.

Грант çĕнсе илнĕ фермерсем хăйсен хуçалăхĕн техника паркне пуянлатаççĕ, фермăсене юсаççĕ, çĕнĕ объектсем çĕклеççĕ. Акă "А.П. Егоров" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çакна тĕпе хурса "К-701" трактор тата "Ягуар" комбайн туяннă. Çĕнĕ комбайн асăннă хуçалăхра тата "Г.Н. Макаров" фермерăн хуçалăхĕнче хирти куккуруса вырса-вĕтетсе силоса хывас ĕçре тимлет. Выльăх апатне хĕл валли хатĕрлес ĕç "О.А. Хлюкин" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те аван пырать, кунта та мăйракаллă шултра выльăх валли силос хатĕрлеççĕ.

Хĕвелçаврăнăша пуçтарса кĕртес ĕç те вĕçленсе пырать. Çакна "Победа" сахал яваплă хуçалăхра вĕçленĕ. "Колос" обществăра сахăр чĕкĕнтĕрне завода турттараççĕ, уяр çанталăкпа туллин усă курса ĕçлеççĕ.

Кĕрхи çĕртме суха та малаллах пырать. Тракторсем ир пуçласа каçччен уй-хирте çĕр сухалаççĕ.



09 октября 2020
13:06
Поделиться