Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Учителĕн ĕçĕ йывăр, анчах сумлă та пархатарлă

Учителĕн ĕçĕ йывăр, анчах сумлă та пархатарлă

ВĔРЕНТЕКЕНĔН ĕçĕ пархатарлă. Вĕсем ачасене ырăлăха, ăса вĕрентеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухас умĕнхи вăтам пĕлĕве параççĕ.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăннипех те хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçне пысăк шайра пурнăçлать, вĕренекенĕсене чунтан юратать.

Акă пуçламăш классене вĕрентекен Е.В.Угарина пуçласа парта хушшине ларнă ачасене ăс парас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тăвать. С.В.Еливанова вĕрентекен ачасене вырăс чĕлхин мăнаçлăхĕ пирки ăнлантарать, литературăри классиксемпе, çыравçăсемпе паллаштарать, вĕсен хайлавĕсенчи ырă геройсене сăнарлама вĕрентет. Географи урокĕсене вара И.В.Долгова интереслĕ те асра юлмалла ирттерет, вĕренекенсен ăс-тăнне нумай çĕнĕлĕх кĕртессишĕн ăнтăлать. Çак учительсем вĕрентекен ачасем районти, республикăри тĕрлĕ конкурссене, мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче _ Вĕрентекен кунĕ. Шкулсенче ĕçлекен тата тивĕçлĕ канури учительсене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.



05 октября 2020
11:20
Поделиться