Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Урам-картиш _ тирпейре, шыв ыйтăвĕ _ тимлĕхре

Урам-картиш _ тирпейре, шыв ыйтăвĕ _ тимлĕхре

"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


РЕСПУБЛИКĂРА 2020 çулта "Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсенче граждансен пурăнмалли хăтлăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указне тĕпе хурса картишсемпе тротуарсене тирпейлесе хăтлăх кĕртесси комплекслă программăна пурнăçлас тĕллевпе 1 млрд та 311,7 млн тенкĕ уйăрнă. Районта картиш территорийĕсене тирпейлесе хăтлăх кĕртессипе лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Ялсенче ача-пăча тата спорт площадкисене вырнаçтарчĕç. Çак проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ _ 16097,24 пин тенкĕ. Çĕнĕ объектсем çынсене пушă вăхăта усăллă ирттерме, канма, спортпа туслашма май параççĕ. Ачасемпе çамрăксем, çавăн пекех аслăрах ăрурисем те кунта хăйсен ỹт-пĕвне тĕреклетме пултараççĕ.

Палăртнăччĕ ĕнтĕ, районти 9 ялта 10 площадка вырнаçтарнă. Кивĕ Шăмăршă, Çĕнĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Анат Чаткас, Шăмăршă, Палтиел, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Кивĕ Чукал ялĕсенче çак объектсем вырăн тупрĕç. Вĕсене чаплă лару-тăрура уçаççĕ, çынсем валли чăн-чăн уяв туса параççĕ. Ырă улшăнусене пурин те хапăлласах йышăнмалла, тунине упрама тăрăшмалла. Куратпăр ĕнтĕ, пĕчĕкрех ялсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Вĕсене те çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Унти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тимлеççĕ. Акă Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май республикăра кашни ялах 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Уйăрнă укçа та тĕллевлĕн тăкакланать. Çынсемпе канашласа, вĕсен шухăшне тĕпе хурса районти кашни ялта мĕнле те пулсан çĕнĕ объект çĕкленет. Стелăсемпе, юсанă палăксем, ача-пăча площадкисем ял малашлăхĕ пуррине палăртаççĕ.

Шăмăршăри Совет урамĕнчи Культура Керменĕ умĕнчи лапама хăтлăх кĕртес ĕç малалла пырать. Кунти ĕçсене туса пĕтерсен район центрĕ татах та капăрланĕ, илĕртỹллĕрех курăнĕ, хăнасене те хăй илемĕпе, тасалăхĕпе, хăтлăхĕпе савăнтарĕ. Кунти ĕçсене икĕ тапхăрпа пурнăçлама пăхса хунă. Кăçал 3217076,29 тенкĕлĕх (çак шутра республикăн федераллă бюджетĕнчен _ 3184905,53 тенкĕ, республика бюджетĕнчен _ 22519,53 тенкĕ, Шăмăршă ял тăрăхĕн бюджетĕнчен _ 9651, 23 тенкĕ) ĕç пурнăçламалла, ыттине çитес çул вĕçлемелле. Çĕнĕ фонтан лартасси, электромонтаж ĕçĕсене пурнăçласа лапама çутăпа тивĕçтересси, сантехника, гидроизоляци ĕçĕсене пурнăçласси çак çулталăк пĕтиччен вĕçленмелле.

"Халăх хускатакан ыйтусем ытларах обществăлла вырăнсене хăтлăх тата тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă. Çаксем пурте Чăваш Ен Строительство министерствин ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăраççĕ. Федераци ведомстви пулăшнипе тата наци проекчĕсем пурнăçланнипе кăна регион хамăра кирлĕ ресурса илеет, çакă шăмăршăсене те пысăк проектсене пурнăçа кĕртме май парать. Центрпа малашне те продуктивлă хутшăнусем пуласса, вăл пире пулăшасса шанатпăр", _ палăртнăччĕ Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев пирĕн района ĕçлĕ çул çỹревпе килсен. Апла пулсан малашне те проектсем районта пурнăçа кĕрсе пырасси пирки пĕрре те иккĕленмелле мар.

Çул-йĕре хăтлăхпа тирпейлĕхре тытасси те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яка та тикĕс çул пулсан çуран çỹрекенсене те аван, водительсене те кăмăллă. Кашни çулах районта çул-йĕре çĕнетсе пырассипе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ: хăш-пĕр ялта шăтăк-путăка саплаççĕ, теприсенче урамра çĕнĕ çул сараççĕ, виççĕмĕшĕсенче тăпраллă çĕре вак чул сарса тикĕслеççĕ. Кăçал пăхса хăварнă, пуçару бюджечĕпе пуçарнă ĕçсене вĕçленĕ тесен те йăнăш мар.

Паллах, çул-йĕр çинчи ĕçсене кашни çулах пурнăçласа пырĕç. Ку пĕр çулта вĕçленекен ĕç мар. Ялсенчи кашни урамрах асфальтлă е вакă чул сарса хытарнă çулсем пулĕç.

Шел, районта çав-çавах таса шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Районти 15 шыв башнинчен республикăн бюджет укçи-тенкипе тĕпрен юсаса çĕнетмелли программăна кăçал 3-шĕ кăна çакланаççĕ. Вĕсем Палтиел, Карапай Шăмăршă тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенчи башньăсем. Çак ĕçсем валли района 3 млн яхăн тенкĕ куçарнă. Асăннă ялсенче ĕçсене пуçланă. Ыттисене вара тепĕр çул тĕпрен юсаса çĕнетĕç, çынсем патне таса шыв çитерĕç.

 



01 октября 2020
16:02
Поделиться