Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эсир пирĕншĕн чи çутă тивлет

Эсир пирĕншĕн чи çутă тивлет

Ватă çынсем мĕншĕн пĕччен юлаççĕ? Çак ыйтупа нумай ватă çын куçа куçăн тĕл пулать. Уйрăмах хальхи вăхăтра. Çамрăксем тухса каяççĕ. 7-8 ача çуратса ỹстерекен те ватлăхра пĕччен юлни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Тин ача сассипе янăраса тăракан çурт çулсем иртсессĕн шăплăха путать.

Ачасем ỹсеççĕ, ватăсем пĕччен юлаççĕ. Уйрăмах çак ỹкерчĕк ялсенче питĕ лайăх курăнать. Урам тăршшĕпех кичем çуртсем лараççĕ. Чỹрече сакки çинче ларакан чечекĕ кăна çурт йăлтах пушанманнине кăтартать. Акă, пĕр кивĕ çурта интересленсе сăнатăп. Е кам та пулин тухмĕ-ши тесе кĕтсе тăратăп. Сасартăк пахча алăкĕнчен ватă çын пуçне кăларса мана хăй патнелле чĕнчĕ. Питĕ ăшă калаçу пуçларăмăр Варук аппапа. Сакăр ачана пĕччен ỹстернĕ вăл. Мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Паянхи кун вара 85 çулхи кинемей пĕр-пĕчченех пурăнать. 4 ывăлпа 4 хĕрĕ тăван килне сайра хутра кăна килеççĕ. "Ĕçĕсем нумай, пурте пысăк вырăнта ĕçлеççĕ", _ ачисене хỹтĕлесе калаçать Варук аппа.

Ман пуçра шухăшсем явăнаççĕ. Нивушлĕ 8 ачаран амăшне ватлăх кунра пăхакан çук? Шутласан чуна йывăр пулса каять. Хамăр та ватăлатпăр-çке. Урасем утнă чухне кăна шутламастпăр-ха. Ватлăх енне кайсан пĕр стакан шыв паракан пулсан та пысăк çăмăллăх.

Ватлăхпа пĕччен кĕрешме йывăр. Çумра çывăх çынсем пулни кăна ват çыннăн ĕмĕрне тăсма пулăшать. Унăн пĕчченлĕхне сиплет.

"Манăн пурăнмалли нумай юлман ĕнтĕ", _ тесе калаçу çăмхине малалла тăсрĕ Варук аппа. Шывланнă куçне сăмса тутрипе шăлса, ассăн сывларĕ. Кинемейĕн чĕри уçăлчĕ пулас. Ачисене нушапа ỹстернине каласа парсан хам та куççуленмесĕр чăтаймарăм. Ыйхине те канлĕн çывăрса курайман. Суткара виçĕ сехетлĕхе куçа хупсан та уншăн çителĕклĕ пулнă. Çĕрĕпе алсиш-нуски çыхнă. Ачисем лайăх çи-пуçпа çỹреччĕр тесе тăрăшнă. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен пушшех те йывăр пулнă ăна. Кĕçĕн пепки çулталăк çурăра пулнă. Паянхи кун вăл _ ватлăхра пĕччен. Ачисем вăй илнĕ, ватă амăшне уйăхра пĕрре шăнкăравласан та çителĕклĕ теççĕ пулмалла. Шел, çак пулăм та вăхăтлăха çеç пырĕ. Ватă амăшĕ паян-ыран çут тĕнчепе сывпуллашма пултарĕ. Малалла вара?.. Малалла тĕп çурт пачах та шăпланса ларĕ. Йĕри-тавра çум курăк, вĕлтĕрен ашкăрма пултарĕ...

Йăпшăнса килет ав ватлăх,

Патакне тытса хуллен.

Таврăнмасть халĕ ачалăх,

Каялла каятпăр çулсерен.

Тăхтасам кăштах эс ватлăх,

Ан шурат час çỹçĕме.

Ман çулсем _ манăн пуянлăх,

Йĕр ан ту ман питĕме.

Ватлăхра юлташ пулсассăн,

Сăлтав çук ман хăрама.

Чĕрере савнăç пулсассăн,

Шиклĕ мар халь ватăлма.



01 октября 2020
15:52
Поделиться