Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йытă çыншăн ан пултăр тăшман

Йытă çыншăн ан пултăр тăшман

Йытă çыншăн тус пулнине пурте пĕлетпĕр, çав вăхăтрах унăн хỹри кукăррине те манмалла мар. Çавăнпа та алла хăнăхтарнă чĕрчуна сăнчăрта тытмалла, унсăрăн инкек курасси те инçе мар.

Вĕсем иртен-çỹрен çынсене хăратаççĕ, вĕсем хыççăн вĕре-вĕре чупаççĕ, тепĕр чух иртсе кайма май памаççĕ. Ирĕкре çỹрекенскерсем шкула каякан е килекен ачасене тапăнас хăрушлăх та пур. Кун пек тĕслĕхсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке те тытса çурма е çиме пултараççĕ. Ялсенче йытă мăшкăлне куракансем яланах пур.

Йытă усратăн пулсан уншăн явап тытма та хатĕрлен. Санăн «тусу» ăнсăртран çынна çыртрĕ пулсан, штраф тỹлеме пултарасси пирки те шутласа пăх. Кун пек тĕслĕхсем пулкаланă. Тата ирĕкре чупакан йытăсем чăх-чĕп тытакансене хур кăтартни пирки те пурте пĕлетпĕр. Анчах çакă та çынсене ăса кĕртеймест. Кашниех вĕсен йытти çыртмасть, тапăнмасть тесе ĕнентерме пăхать. Анчах никам та чĕрчунăн шухăшне пĕлеймест. Выляса чупса çỹренĕ çĕртенех çынна тапăнма, ăна çыртма пултарать. Енчен те сирĕн ама йытă пулсан, вăл çăвăрласан, çурисене ниçта та вырнаçтараймастăр пулсан, вĕсене тỹрех çĕр айне чавса чикмелле е шыва кайса ямалла.



23 сентября 2020
08:40
Поделиться