Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пограничниксен слечĕ иртнĕ

Пограничниксен слечĕ иртнĕ

РАÇÇЕЙРИ хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен тата запасри пограничниксен обществăлла организацийĕ Хусанта икĕ кунлăх слет йĕркеленĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. Çак мероприятие пирĕн районти хастарсем те хутшăннă, лайăх енчен çеç палăрнă.

Слетăн тĕп тĕллевĕ _ çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси, вĕсене Раççейри ФСБăн аслă шкулĕсене вĕренме кĕме хавхалантарасси. Çавăн пекех запасри пограничниксемпе хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен паянхи пурнăçĕнчи вырăнне палăртасси.

Пухăнса калаçса ларни кăна пĕлтерĕшлĕ мар, ĕнерхи пограничниксем хăйсене паян та стройра пулма юрăхлине çарпа спорт вăййисенче ĕнентерсе панă. Вĕсем автомата салатса пуçтарнă, çĕçĕ, граната ывăтнă, мишеньсене персе тĕл лектерме тăрăшнă, çар эстафетинче тупăшнă. "Следопыт" конкурс та хăйнеевĕрлĕ те интереслĕ иртнĕ.

Слет хаваслă юрă-кĕвĕсĕр иртме пултарать-и вара? Паллах, çук! Мероприятие хутшăннисем пограничниксене халалланă тата хăйсем çырса кĕвĕленĕ юрăсене янратнă, куракансен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Конкурссемпе ăмăртусенче палăрнисене грамотăсемпе наградăланă.

Çар вăл _ пурнăç шкулĕ. Арçыншăн хĕсметре пулнă çулсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Вĕсем пĕрле хĕсметре пулнă юлташĕсемпе çыхăнăва татмаççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнса, тĕл пулса иртнине аса илеççĕ, паянхи пурнăçа хаклаççĕ.



08 сентября 2020
15:51
Поделиться