"Знать, чтобы помнить"
ÇАПЛА ят панă хăйĕн черетлĕ кĕнекине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, чăваш халăх академикĕ Герман Ларшников таврапĕлỹçĕ. Çĕнĕ кĕнеке шăпах совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине чаплă Çĕнтерỹпе вĕçленĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле "пиçсе"-пичетленсе тухрĕ.
Кĕнеке ячĕ хăех çакна çирĕплетет: кирек мĕнле пулăма е кама-мĕне асра тытас, манас мар тесен чи малтан ун çинчен лайăх, тĕплĕн пĕлес пулать, ăс-тăнпа тата чĕрепе туяс пулать. Шăпах çак шухăша тĕпе хунă та ĕнтĕ автор хăйĕн черетлĕ кĕнекин тĕп шăнăрне.
Тĕпрен илсен, кĕнекере вăрçа хутшăннă фронтовиксемпе тылра çĕнтерĕве çывăхлатнă Асьял çыннисен аса илĕвĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вăрçă хуйхи-суйхине хăйсем тỹссе-чăтса ирттернĕ çынсемсĕр пуçне кам тĕплĕн те туллин каласа пама пултарĕ? Паллах, вĕсем _ фронтовиксемпе тыл хастарĕсем çеç.
Асăннă кĕнекен тепĕр паха та лайăх енне палăртмасăр хăварма май çук. Вăрçа хутшăннă, тĕрлĕ фронтра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă, тăван яла çĕнтерỹпе таврăннă Кивĕ Шăмăршă фронтовикĕсен кĕске биографийĕсемпе пĕрлех вĕсен чылайăшĕн сăн ỹкерчĕкĕсене те тупса вырнаçтарма та мехел çитернĕ вĕт-ха ывăнма пĕлмен Герман Николаевич.
Хронологи йĕркипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чи паллă, татса паракан самантсемпе кун-çулне те çырса кăтартма пултарнă автор. Кĕнекере Кивĕ Шăмăршă ялĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унăн хастар та пултаруллă çыннисемпе паллаштаракан сăнỹкерчĕксем йышлă. Вĕсем текстсен сĕткенлĕхне татах та пуянлатаççĕ, асра юлмалла тăваççĕ.
Кĕнекери, юлашки хушса панинче Ульяновскри патшалăх тĕп архивĕн 1834, 1850, 1858 çулсенче ирттернĕ ревизи перепиçĕн итогĕсенчен илнĕ материалта Кивĕ Шăмăршă çыннисен списокĕ те вулакансене кăсăклантарасса шанас килет.
Çакăн пек пархатарлă ĕçшĕн, паха кĕнеке хатĕрлесе кăларнăшăн Герман Ларшников-Пэхет чăннипех те сăвапа тивĕçлĕ таврапĕлỹçĕ темелли кăна юлать. Хам енчен вара "Знать, чтобы помнить" кĕнекене "Кивĕ Шăмăршă ялĕн вăрçă энциклопедийĕ" тесе хаклатăп.